Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПĔР-ПĔРНЕ АЛ ПАРАР

о Хăрушă чан сасси

ПĔР-ПĔРНЕ АЛ ПАРАР

"Вăрă хăйне кирлине вăрлать, пушар тĕппипех кĕл тăвать", - тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Çавăнпа та çынна мĕн пĕчĕкрен пушар инкекĕнчен асăрханма вĕрентнĕ.

Пушар тухасран асăрхануллă пулмалли пирки тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр пулин те инкекĕсем пулсах тăраççĕ. Юлашки вăхăтра районта час-часах пушарсем тухма пуçлани те чуна ыраттарать. Мĕн чухлĕ çын кĕл çине тăрса юлать, çавăн пекех çунса вилет. Акă, 2005 çулта ку таранччен районта 12 пушар пулнă, вут-çулăмра 6 çын çунса вилнĕ, 1 ача айăпланнă. Тĕрлĕрен çуртсемпе хуралтăсем 11 çунса кĕлленнĕ. Ача-пăчасем вут-кăварпа вылянипе 1 пушар, пируса асăрханусăр туртнипе - 2, электричество приборĕсем юсавсăррипе - 2, кăмакасенчен - 1, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе 1 пушар тухнă. Кăçал, 2004 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 7 пушар нумайрах пулнă. Вут-çулăм çав тери пысăк тăкак кỹрет. Ăна кĕске вăхăт хушшинчех сỹнтерсе лартмасан вăл талккишпех сарăлса каять. Çавăнпа та пушар сỹнтермелли хатĕрсене хатĕр тытмалла. Юлашки çулсенче хуçалăхсенче ĕçлекен пушар автомашинисем сахалланса юлчĕç. Ку вара чылай чухне укçа-тенкĕпе çыхăннă. Виçĕ çул каялла 17 хуçалăхра пушар машинисене юсавлă тытса тăнă пулсан, паянхи куна 7 кăна. Пушара хирĕç кĕрешме машинăсем вырăна васкавлă çитменни чылай чухне пысăк инкек патне илсе çитерет. Хăш-пĕр чухне Вăрмар поселокĕнчен аякри ялсене пушар машинисем çитнĕ çĕре вут-çулăм хăйĕн "ĕçне" вĕçлет. Çул-йĕрсене йĕркеллĕ тытса тăманни те нумай чăрмантарать. Мĕн ĕлĕкрен инкек таврашĕ килсе тухсан пур халăх та кар тăрса пулăшма васканă. Анчах та халĕ вара пачах урăхла та килсе тухать. Харпăр хăй ял администрацийĕн территорийĕнче пушар пулмасан хуçалăх руководителĕсем автомашинисене ваштах кăлармаççĕ, пулăшма васкамаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Тупах ялĕнче "хĕрлĕ автан" алхаснă чухне аякри Арапуçсем çитсе пулăшнă, "Яниковское" хуçалăхăн пушар машини унта пыман. Уйрăм кил хуçисем харпăр хăй хуçалăхĕшĕн те яваплăха туймаççĕ, асăрхануллă пулмаççĕ. Çавăнпа та хуçалăх руководителĕсен, ял, поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсен халăхпа калаçусем ирттермелле, пушар хăрушлăхĕ пирки ăнлантармалла. Пĕр-пĕрне ал парса пулăшса пырсан кăна инкекрен хăтăлăпăр.

В. ХОВАНСКИЙ,

районти пушар надзорĕн

начальникĕ.



02 марта 2005
00:00
Поделиться