Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çула - юсавлă техникăпа

о "Автобус" операции

Çула - юсавлă техникăпа

Районти автотранспорт предприятийĕнче 29 автобус, çав шутра çĕнни - 10. Пурĕ 110 çын вăй хурать, вĕсенчен 50-шĕ _ водительсем.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ кашнинчех тĕрлĕ операцисемпе рейдсене хутшăнать. Вĕсен тĕп тĕллевĕ _ çул çинчи пулас инкексене сиресси. Халĕ те вĕсем çак шухăшпа районти автотранспорт предприятине çитсе тăчĕç. Автобуссем пĕрин хыççăн тепри çула тухса кайма хатĕрленеççĕ. Чи малтанах водительсен медицина кабинетĕнчен сывлăхĕсене тĕрĕслеттерсе тухмалла. А.Курбанова медицина сестри юн пусăмне виçсе пăхать тата эрех таврашĕ ĕçнипе ĕçменнине тĕрĕслет. Техника енчен юсавлине механиксем пăхса тăраççĕ. Унсăр пуçне ку енĕпе графикпе контроллĕ тĕрĕслеве Ю.Викторов главнăй инженер ирттерет. Çула тухиччен нумай тĕрĕслỹ витĕр тухаççĕ кунти автобуссем. Водителĕсем те ятарласа пассажирсене турттарма вĕреннĕ. Апла пулин те эпир пынă кун ирхине 6 сехетрен пуçласа çичĕ сехет те 20 минутчен 5 автобус тĕрĕслеве "чăтаймарĕç", вĕсен тĕрлĕ сăлтавсене пула каялла гаража кĕме тиврĕ. Çакна автотранспорт предприятийĕн директорĕ В.Васильев çапла ăнлантарчĕ: "Автотранспорт предприятийĕ мĕнле пурăннине пурте пĕлеççĕ. Паян килсе тухнă çитменлĕхсене пĕтерсе автобуссене рейса яма çийĕнчех тăрăшатпăр. Техника кивелнĕ. Паянхи куна 7 автобус юсавра. Автобуссен кашни кун рейса тухмалла, пассажирсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелле. Çаксем вĕсем пурте укçа-тенкĕпе çыхăннă. Темле пулсан та пирĕн автобуссемпе çула тухма шанчăклă. Кадрсем ку енĕпе çирĕп экзаменсем витĕр тухнă. Сутакан билетăн хакĕнче пассажирсене инкек-синкекрен те страхлаççĕ. Апла-и, капла-и эпир пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме тăрăшатпăр", _ терĕ Валерий Николаевич.

Рейд бригади вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ, çула юсавсăр техникăпа тухма юраманни пирки асăрхаттарчĕ.

Рейд бригади: Н. АЛЕКСАНДРОВ, А. СЕРГЕЕВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем*

А. НИКОЛАЕВА,

корреспондент.



05 марта 2005
00:00
Поделиться