Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçре пиçĕхнĕ тухтăр

о Санăн çыннусем, район

Ĕçре пиçĕхнĕ тухтăр

Тухтăр пулма çăмăл-и? - текен ыйту час-часах пуçа пырса кĕрет. Юратса пурнăçлакан ĕç темле кăткăс пулсан та чуна çывăх. Ĕçĕ те ăнса пырать.

Район больницинчи ача-пăча тухтăрĕ Галина Ивановна Теплова та çак сăмахсенех калать, мĕншĕн тесен хăйĕн профессине вăл чунтанах парăннă çын. Ахальтен пĕр вырăнта 30 çула яхăн тăрăшмасть ĕнтĕ. Çак хушăра миçе ачан пурнас кун-çулне çăлса хăварман-ши? Пĕчĕккисемшĕн вăл чăннипех те "иккĕмĕш анне". Çамрăк врачсемшĕн те чăн-чăн наставник. Тин ĕçлеме килнисене те професси вăрттăнлăхне уçса парса практикăра пулăшса пырать. Кунти медицина сестрисемшĕн яланах ырă тĕслĕх. Унăн вĕрентĕвĕпе ĕçре усă кураççĕ. Пултаруллă тухтăра ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем çав тери хисеплеççĕ. Унăн пултарулăхĕ хамăр районта та, республикăра та палăрса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ĕçне пысăка хурса Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем, хаклă парнесем парса хавхалантарнă. Сывлăх хуралĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн ăна 2004 çулта Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамотине те панă. Вăл I категориллĕ врач, ĕç ветеранĕ.

Ăçта çуралса ỹснĕ-ха çак пархатарлă та хисеплĕ тухтăр? Хамăр районти Арапуç ялĕнче. Унăн ашшĕ, Иван Иванович чукун çул çинче вăй хунă, амăшĕ - Зоя Матвеевна Арапуç участок больницинче акушеркăра ĕçленĕ. Галина Ивановна мĕн пĕчĕкренех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул пĕтерсен Хусанти медицина институтĕнче пĕлỹ пухать. Ăна ăнăçлă вĕренсе тухсан хамăр районта ĕçлеме пуçлать. Çапла вара хăйĕн шухăшне кăна пурнăçа кĕртмен вăл, шанса панă тивĕçне туллин пурнăçланă.

Унăн мăшăрĕ Анисим Анисимович Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче вăй хунă, халĕ - тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ ача çитĕнтернĕ. Ывăлĕ - Юрий Чăваш патшалăх университетĕнче истори факультетĕнче, хĕрĕ - Ирина Мускаври патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренеççĕ.

Туслă çемьере ĕçĕ те ăнса пырать. Малашне те çаплах пултăр.

Т. ЛАРИОНОВА,

район больницин педиатрĕ.



05 марта 2005
00:00
Поделиться