Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа пĕрле

о Хăй ĕçĕнче чăн ăста

Халăхпа пĕрле

Кашни кун, ирхине 11-12 сехет тĕлнелле Мăнçырма урамĕсене тата тăкăрлăкĕсене пысăк сумкка йăтнă хĕрарăм такăрлатать. Ку вăл çак ялти çыхăну уйрăмĕнче почтальонка пулса ĕçлекен Тамара Григорьева. Хĕллехи кунсенче 20-25 градус сивĕ-и, е çил-тăман алхасать-и, лапка-лапка юр çăвать, çуллахи кунсенче çумăр лỹшкентерет-и, вăл хаçат-журналсене тата пенси укçине кил хуçисене илсе çитерме васкать. Пенсионерсен укçи ỹснĕ вăхăтра вăл вĕсене унăн йĕркипе паллаштарать, мĕн чухлĕ ỹснине каласа ăнлантарать. Çавăнпа та хăй ĕçне йĕркеллĕ туса пынăшăн ăна ял халăхĕ хисеплет. Тамара çавăн пекех Çĕнĕ Шулхан ялне те хаçат-журнал валеçет.

Почтальонра вунçиччĕмĕш çул ĕçлет. Çак вăхăт хушшинче миçе километр утнă-ши вăл, миçе килограмм çĕкленĕ-ши? Шутласа кăларма та йывăр. Хаçат-журнал çырăнтармалли кампани пуçлансан унăн ĕçĕн калăпăшĕ татах та ỹсет, мĕншĕн тесен кашни çынпа калаçмалла, ăнлантармалла. Сăмахран, Г.Николаев _ 6, Н.Матвеев _ 5, Э.Петров _ 6, Леонид атте 8-шар экземпляр хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Район хаçатне Мăнçырмари çыхăну уйрăмĕ пĕрремĕш çур çула 177 экземпляр çырăнтарнă. Кунта ĕнтĕ Тамара тỹпи те пысăк.

Вăл Куславкка районĕнчи Тĕмер ялĕнче 1957 çулта çуралнă. 10 класс пĕтерсен Шупашкарти суту-илỹ училищинче вĕреннĕ чухне Мăнçырма каччипе Владислав Григорьевпа паллашаççĕ. Пĕр ача çуралсан Мăнçырмана куçса килеççĕ, пỹрт-çурт çавăраççĕ. Тамара маларах Вăрмар поселокĕнчи Зеленая урамри магазинта заведующи пулса ĕçлет. Каярахпа вĕсен тепĕр виçĕ ача çуралать, халĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пĕр хĕрачи пурăнать. Ыттисем качча кайса, авланса тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ. Туслă пурăнаççĕ мăшăрĕсемпе.

Г. ПЕТРОВ.

Мăнçырма ялĕ.



05 марта 2005
00:00
Поделиться