Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кашнин хăйĕн шăпи

 о Вăрçă нуши

Кашнин хăйĕн шăпи

Федорова (Голубева) Евгения Федоровна Шăхальте чухăн хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух вăл 16 çулта пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче Евгень аппа Шупашкарта чукун çул тунă çĕрте ĕçленĕ. Унтан Владимир облаçĕнче торф кăларнă. "Унта сезонпа ĕçленĕ, киле килсе каяттăмăр. Ĕçĕ çăмăл пулман. Пайтах шăннă. Çавна пулах халĕ ал-урасем, шăм-шак çав тери ыратать. Çи-пуçĕ те, урана тăхăнмаллисем те пулман. Юрать-ха апатне столовăйĕнче талонпа çитеретчĕç. Ĕç нормине тултарсан, 200 грамм çăкăр хушса паратчĕç. Бараксенче 45-шерĕн пурăнаттăмăр. Пушăрах вăхăтсенче нуски-чăлха, шăтăкла çыхаттăмăр. Çамрăк çамрăках ĕнтĕ, темĕн чухлĕ ывăнсан та юрлама, ташлама юрататтăмăр. Уйрăмах Кĕлкеш хĕрĕсем юрра-ташша питĕ ăстаччĕ. Шел пулин те халĕ вĕсем вилнĕ ĕнтĕ. Шăхаль хĕрĕсем те чылаййăн пулнă эпир. Вăрçă чарăннине пĕлсен çав тери савăнтăмăр. Кам йĕрет, кам юрлать, кам ташлать. Çавăн чухне лайăх ĕçлекенсене, 5 çынна, пуян çын тутри пачĕç. Çав шутра эпĕ те пулнă. Вăрçă чарăнсан киле ячĕç", _ тесе каласа парать 80 çула çывхаракан Евгень аппа. Яла таврăнсан колхозра ĕçленĕ. Ун чухне пĕр ĕçе те тиркесе тăман. Ăçта хушнă - унта кайнă. Вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн те, каярахпа хăмла туса илнĕ çĕрте ырми-канми тăрăшнăшăн ăна медальсемпе Хисеп грамотисем парса наградăланă. Ĕмĕр тăршшĕпех ĕçленĕ, ỹркенмен.

Ĕç ветеранĕ ялта хисеплĕ çын. Ăна пурте ĕçченлĕхĕшĕн, сăпайлăхĕшĕн сума сăваççĕ.

Г. ТРОФИМОВА.

Шăхаль ялĕ.



05 марта 2005
00:00
Поделиться