Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Координаци канашлăвĕ

о Право

Координаци канашлăвĕ

Право йĕркисене сыхлакан органсен координаци канашлăвĕнче йывăр преступление, çул çитмен ачасен хушшинче преступлени тăвассине чакарас, саккуна хирĕçле наркотиксем сутассине тупса палăртас ыйтусене пăхса тухнă. Налук пухас енĕпе тата ĕç вырăнĕсенче экономикăлла преступленисем тăвассине чарса лартассине сỹтсе явнă. Канашлăва район администрацийĕн юридици пайĕн начальникĕ Н.Павлов, ЧР Шалти ĕçсен министерствин представителĕ Ю.Николаев, РФ налук министерствин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7 номерлĕ инспекци руководителĕн заместителĕ А.Степанов хутшăнса, пурте пĕрле ĕçлемеллине палăртнă.

Н. БЕЗЗУБОВ,

район прокурорĕн заместителĕ.



05 марта 2005
00:00
Поделиться