Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрремĕш вĕрентекен

Пĕрремĕш вĕрентекен

Кашни çын хăйне килĕшекен ĕçе суйласа илсе ĕмĕрне çав ĕçре ирттерет. Юратнă ĕç çынна савăнăç, хавхалану парнелет. Ĕçе юратасси мĕн пĕчĕкренех пуçланать. Чун хавалĕпе тунă ĕçĕн çитĕнĕвĕсем кашни çыннах хавхалантарнисĕр пуçне пурнăçра малалла пурăнма та вĕрентеççĕ. "Ĕç _ пурнăç тыткăчи" тесе ахальтен каламан ваттисем. Хăв суйласа илнĕ ĕç ыттисене усă кỹрет пулсан, юратнă ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пушшех те пысăк. Кашни ĕçĕн хăйĕн вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ пур. Манăн пурнăç сукмакне тишкерсе тухас шухăшăм çуралчĕ.

Вĕрентекен.. Миçе мăшăр куç ун çине ыйтуллăн тинкерсе, малашлăха хавхаланса пăхмасть-ши? Кашни ача шкул çулне çитсен пĕрремĕш хут парта хушшине ларса хăйĕн малтанхи вĕрентекенĕпе пуçласа тĕл пулать. Малтанхи вĕрентекен шкула вĕренме килнĕ ачашăн çывăх çын пек, тăван амăшĕ вырăнĕнче пулса чи ырă канашсем парать. Пĕлỹ тĕнчине малтанхи утăмсем туса илсе пырать. Вĕрентекенĕн кашни каланă сăмахĕ ача чун-чĕрине хускатса ярать, унăн ачасене хавхалантаракан, хăпартлантарса яракан туйăмĕсем темле ачашшăн та çепĕççĕн туйăнаççĕ. Шыв юххи пек шăнкăртатса тăракан сасси, чĕвĕл чĕкеç пек çепĕç чĕлхийĕ урокран урока ачасене темĕн çинчен те халиччен пĕлменнине туйма пулăшаççĕ. Хастар чун-чĕреллĕ, ырă-кăмăллă, пуринпе те тарават, кашни ачан чунне ăнланма пулăшакан çын вăл - манăн пĕрремĕш вĕрентекен.

Сăмахăм Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Ирина Георгиевна Николаева çинчен пырать. Вăл вăтам шкул вĕренсе пĕтерсен, хăй мĕн ачаран суйланă профессийĕпе пĕлỹ илес тесе 1979 çулта Канашри педагогика училищине çул тытать. Тăрăшса ăс пухать, вĕреннĕ хушăрах тĕрлĕ обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать. Ташлас, юрлас ăсталăхĕ пысăк пулнă унăн. Училищĕне лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕскер, çамрăк хĕр Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче ачасене пуçламăш классенче вĕрентме пуçлать. Шкул ачисем те, ял халăхĕ те çамрăк учительницăна хисеплеççĕ, юратаççĕ. Апла пулин те Ирина Георгиевнана чунĕ хăйĕн тăван ялнех туртнă. 1984 çулта вăл Кивĕ Вăрмарти шкулта пуçламăш класс учительници пулса ĕçлеме тытăнать. Ĕçленĕ хушăрах заочно йĕркепе Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренет.

И.Николаева _ манăн пĕрремĕш вĕрентекен. Вăл пире пуçламăш класра вулама, çырма, шутлама вĕрентнисĕр пуçне тỹрĕ чунлă пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме, ваттисене пулăшма, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентнĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕн ырă сунса каланă сăмахĕсем кашни ачан чĕрине кĕрсе вырнаçма пултарнă. Хăйĕн ĕçĕнче вăл ачасен çитĕнĕвĕсене курма, кăмăлне уйăрма пĕлет. Урока тĕплĕн хатĕрленни, ачасене тĕрлĕ мелсемпе ĕçлеттерни учительницăна ĕçре çитĕнỹсем тума пулăшса пыраççĕ. Хăй вĕрентекен ача лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыни учительницăна савăнтарать. Хăш-пĕр ачасем вĕренỹре вăйлах мар пулсан, вĕсемпе вăл уйрăм ĕçлет. Ачасене юратни, вĕсен шухăш-ĕмĕчĕпе пурăнни вĕрентекене хавхалантарать, çĕнĕ вăй-хăват кĕртет.

Акă, эпĕ кăçал 11 класс вĕренсе пĕтеретĕп. Пĕрремĕш вĕрентекен шкулта мана пĕрремĕш хут йышăнни халĕ те куç умĕнчех. И.Николаева вĕрентсе каланă сăмахсем çулсем иртнĕ хыççăн та манăçа тухмаççĕ. Çакна эпир чăн-чăн учитель çинчен çеç калама пултаратпăр, вĕрентекенĕн ырă сăмахĕсене пурнăçăн анлă сукмакĕ çине тухнă чухне асра тытса тăратпăр. Тайма пуç сире, вĕрентекенĕмĕр, ăс панишĕн, чунтан юратнишĕн, чăн-чăн çын пулма хавхалантарнишĕн.

Я. ПЕТРОВА,

Кивĕ Вăрмарти шкулта

11 класра вĕренекен.



05 марта 2005
00:00
Поделиться