Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пысăк вăй

о Руководитель трибуни

Пысăк вăй

"Чуваштоппром" патшалăх унитарлă предприятийĕн Вăрмарти филиалĕн коллективĕ 2004 çула çур миллион тенкĕ ытла тупăшпа вĕçлерĕ. Таварçаврăнăшĕ 13 миллион тенкĕ ытла пулнă. Çак çитĕнỹре, паллах, коллективри кашни ĕçченĕн тỹпи пысăк. Умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн пыракан кĕрешỹре хĕрарăмсем пысăк вăй пулса тăраççĕ. Чылайăшĕ кунта чылайранпа тăрăшаççĕ. Г.Иванова диспетчер, Г.Михайлова тĕп бухгалтер, И.Владимирова экономист, И.Степанова кассир экономикăна тĕреклетессишĕн, клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессишĕн хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне параççĕ. Л.Никитина техслужащи те хăйĕн тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тата вĕсен ĕç тухăçлăхне ỹстерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указ кăларчĕ. Вăл пире те тỹрремĕнех пырса тивет. Çавна шута илсе çĕвĕ цехĕ уçрăмăр. Унта халĕ 4 хĕрарăм ĕçлет. Е.Матвеева мастер ертсе пынипе çĕвĕçсем заказсене пурнăçласа ятарлă тум-тирсем, вырăн таврашĕ, халатсем, ал шăллисем тата ыттисене çĕлеççĕ. Çывăх вăхăтрах кунта çĕвĕçсен хисепĕ 10 çын пулмалла.

Н. ДМИТРИЕВА,

директор.



05 марта 2005
00:00
Поделиться