Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Международным женским днем

Хаклă та хисеплĕ хĕрарăмсем, хĕрсем, аннемĕрсем, асаннесемпе кукамайсем, аппасемпе йăмăкăмăрсем, çывăх çыннăмăрсем!
 
   Сире çурхи чи илемлĕ те чаплă уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп.
  Пирĕнпе кашнинпе çак чаплă кун ытларах çут çанталăк чĕрĕлнипе мар, сирĕнпе, юратнă аннесем, мăшăрсем, йăмăксемпе аппасем, хĕрсем тата асаннесемпе кукамайсем, çыхăннă. Эсир этемлĕхе чĕрĕлĕхпе пурнăç пилленипе пĕрлех çемье тăнăçлăхне, кил-çурт хăтлăхне упраса-йĕркелесе пыратăр. Хăвăр ачăрсен пуласлăхĕшĕн кăна мар, килес ăру шăпишĕн те пăшăрханатăр, яваплăха туйса ырми-канми ĕçлетĕр.
   Пурнăçри тỹнтер пулăмсемпе йывăрлăхсем чи малтан сире пырса тивеççĕ. Йăлтах тỹссе-чăтса ирттеретĕр эсир. Шел пулин те, хĕрарăм ĕçне-хĕлне, обществăри унăн пĕлтерĕшне нихăçан та тивĕçлипе хакламан.
   Хĕрарăмсен прависене хỹтĕлес, пурнăçне çăмăллатас ыйту паянхи кун та çивĕч тăрать-ха. Ку тĕлĕшпе патшалăх та, эпир те - арçынсем, сирĕн умăрта пысăк парăмра.
   Сире пурне те тата кашнине уйрăммăн пĕтĕм чунтан телей, çирĕп сывлăх тата çемьере ытлăх-çитлĕх сунатăп. Сирĕн илемлĕ сăн-питĕр яланах ырă кулăпа çиçтĕр, килĕрте, ачăрсемпе мăнукăрсен çемйисенче тăнăçлăхпа канăçлăх пулччăр. Пурнăç çулĕ тăршшĕпех тỹсĕмлĕх, чун хăватлăхĕ, пурнăçа тасарах тата ырăрах тăвас хĕрỹллĕ кăмăл пултăр.
 
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ             А.И. Егоров



05 марта 2005
00:00
Поделиться