Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ватлăха пăхмасăр

о Чыс-хисеп

Ватлăха пăхмасăр

Хăйĕн ĕмĕрĕнче йĕркеллĕ пурăнакан, тĕрĕс çулпа утакан, çемье ăшшине тытса пыракан çынна халăх, ял-йыш яланах хисепленĕ, сума сунă.

Çакăн пек çынсенчен пĕри те ĕнтĕ Энтриялĕнчи Нина Архиповна Егорова. Халĕ вăл 82 çулта. Вăл хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Виçĕ пĕр тăван пулнă вĕсем. Нина аппан ачалăхĕ çăмăл пулман. Çемьере асли пулнă май, ĕç çумне ир çыпăçнă. Çурлапа тырă вырнă, тăпачăпа авăн çапнă, çавапа та çулнă. Çамрăклах торф кăларма та тивнĕ. Вăрçă çулĕсенче хĕлле Энĕшпуç вăрманĕнче йывăç каснă. Çуллахи кунсенче Хусан еннелле чул кăларма та пайтах кайнă. 1943 çулта Челябинск облаçĕнчи Златоуст хулине пĕр завода ялтан 3 хĕр те пĕр каччăна ĕçлеме яраççĕ. Вырăсла пĕр сăмах та пĕлмен чăваш çамрăкĕсене ют çĕрте çав тери йывăр пулнă ĕнтĕ. Выçăллă-тутăллă, тум-тирĕ те йĕркеллĕ пулман. Ĕçлемелле пулнă _ ĕçленĕ, чăтнă.

Вăрçă чарăнсан колхоза ура çине тăратмалла пулнă. Пĕр ĕçрен те юлман. 1949 çулта пултарулăхне кура ăна 2-мĕш бригадăн бригадирне суйлаççĕ. Каярахпа мĕн пенсие кайичченех колхозра вăй хунă. Ĕçне кура - хисепĕ. Нина аппана та тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем парса хавхалантараççĕ. Унăн Аслă Çĕнтерĕве халалланă юбилей медалĕсем те чылай. Вăл - ĕç ветеранĕ. Нина аппа упăшкипе, Алексей Егорович Егоровпа, 6 ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Шел пулин те, ачасен ашшĕ, вăрçă суранĕсене пула пурнăçран иртерех уйрăлса кайрĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçе юратаççĕ. Асли, Гена, Липецкра 30 çул груз турттаракан автомашинăпа ĕçлерĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Коляпа Галя Краснодарта тĕпленнĕ. Лидăпа Светлана 30 çул ытла ĕнтĕ штукатур-маляр ĕçне тăваççĕ. Вĕсене районта пĕлмен çынсем те сахал пулĕ. Вĕсем "Хисеплĕ строитель" медале те тивĕçнĕ. Зоя _ Шупашкарта вырăн тупнă хăй валли. Çапла вĕсен ачисем пурте харпăр хăй вырăнĕнче. Савăнать вĕсемпе Нина аппа. Хăй 82 çулта пулсан та çав тери хастар та тарават. Пурнăçпа тан пырать.

Э. НИКОЛАЕВА,

обществăлла корреспондент.

Энтрияль ялĕ.



05 марта 2005
00:00
Поделиться