Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăс-тăна çирĕплетсе, район пуласлăхĕшĕн

о ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă

Çырупа паллашнă хыççăн

Ăс-тăна çирĕплетсе, район пуласлăхĕшĕн

"Пысăк çитĕнỹ тума пысăк тĕллевсем кирлĕ" _ терĕ республика Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă чух. Ку чăнахах та çапла ĕнтĕ. Чăваш Ен пур енĕпе те пилотлă республика пулса тăчĕ. Раççей Правительстви республикăна ĕç кăтартăвĕсем тăрăх пĕтĕмпех шанать. Шаннине пулах республикăра Удмурт, Мари Эл республикисен, Киров облаçĕн тата Чăваш Енĕн энергетика хăвачĕсене пĕрлештерсе тăракан территорири тĕп компание регистрацилеме йышăннă та ĕнтĕ. Лайăх результатсем Чăваш Ен çыннисем ырми-канми ĕçленипе пулнă. Çакăнта пирĕн районăн тỹпи те пурах. Ăна промышленность, строительство, потребитель рынокĕн аталанăвĕ, вак предпринимательсем хушăнса пыни те кăтартса параççĕ. Район администрацийĕ 2004 çулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе пĕрле килĕшсе тунă социаллă-экономикăллă аталану Программине пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлерĕ. Тăрăшни сая каймарĕ, ĕçре çитĕнỹсем туни палăрчĕ. Акă, тĕслĕхрен, промышленность сферинче 56304,8 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. 2003 çулхипе танлаштарсан 147 процент. Халăх ыйтакан таварсене 48704,4 пин тенкĕлĕх туса хатĕрленĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 153,8 процент.

Ял хуçалăх енĕпе илес пулсан та кăтартусем аванрах.

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ республика экономикипе социаллă пурнăçĕ 2004 çулта еплерех аталаннине, бюджета мĕнле пурнăçланине пăхса тухрĕ тата 2005 çулхи тĕллевсене палăртрĕ. Унта ял хуçалăх ĕçĕсем тавра чарăнса тăнă май ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕ Г.Акимова çакна палăртрĕ: Шупашкар, Çĕмĕрле, Красноармейски, Вăрнар, Вăрмар районĕсенчи организацисем ял хуçалăх производствин калăпăшне ỹстернĕ. Çакă пирĕн районти ял хуçалăхĕ кăштах та пулин аталанма пултарни çинчен калать те ĕнтĕ. Ку енĕпе ĕç укçи тỹлесси те палăрмаллах ỹснĕ. Тĕслĕхрен, 2003 çулта вăтам ĕç укçи 1512 тенкĕ пулнă, 2004 çулта 2214 тенке çитнĕ. 2004 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 3 миллион ытла пулнă пулсан, 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку сумма 1 миллион та 904 пин тенке юлнă. Йывăр пулсан та малаллах тапаланатпăр. Çĕрпе те тухăçлă усă курас тетпĕр. 2004 çулта 8283 гектар çĕр çинче амбар виçипе 11278 тонна пĕрчĕллĕ культурăсем туса илнĕ. Ку вăл кашни гектартан 14,6 центнер пулать. Чи пысăк тухăç "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин. Вĕсем пĕр гектар пуçне 31,1 центнер тĕш-тырă туса илчĕç. Лайăххи начаррисĕр пулмасть. "Кинчерское" хуçалăх пĕр гектартан 4,7 центнер кăна илме пултарчĕ. Район территорийĕнче пĕр пек условисенчех пурăнаççĕ, анчах кăтартăвĕсем тĕрлĕрен.

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илес енĕпе те ĕçсем чаплах мар. 2003 çулхипе танлаштарсан 2004 çулта мăйракаллă шултра выльăхсен ỹт хушаслăхĕ 7 грамм, сыснасен 100 грамм кăна ỹсме пултарнă.

Сĕт сăвăмĕн кăтартăвĕ, пĕр ĕне пуçне шутласан, 1811 килограмм пулнă, ку унчченхи çулхинчен 20,3 процент ытларах. Халăхран сĕт пухасси те лайăхрах. 2004 çулта - 1671 тонна, 2003 - 1342,9 тонна пухнă.

Çăмарта туса илесси унчченхи çулпа танлаштарсан 173,5 процент пулать.

Темĕн чухлĕ тăрăшсан та выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакса пыни çав тери пăшăрхантарать. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсем 2354 пуç юлнă. 2003 çулхипе танлаштарсан 698 пуç чакнă. Çав хушăрах сăвакан ĕнесем те 292 пуç сахалланнă. Пĕр çулталăкра 16 хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсен, 10 хуçалăхра сыснасен шучĕ чакни çав тери пысăк çухату. Ку çитменлĕхсене пĕтерес тесен пирĕн çанна тавăрсах ĕçлемелле. Тунă йăнăшсене шута хурса, алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Ку енĕпе Президент шухăшĕ те çаплах. Çакă Çырура аграри политики пирки каланă чухне те питĕ лайăх палăрчĕ. Унта ял хуçалăх техникине лизингпа туянассине сарас, çавăн пекех ял хуçалăх продукцине тирпейлекен çĕнĕ производствăна аталантарас тата ĕçлекеннисене юсаса çĕнетес енĕпе тимлĕрех ĕçлемелле тесе палăртнă. Пирĕн районта иртнĕ çул лизинг майĕпе 8 хуçалăх 12 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туянчĕç. Вăл шутра 7 трактор, тĕш тырă пухса кĕртмелли 3 комбайн, груз турттармалли 1, çăмăл автомашинăсем - 2, пресс-подборщиксем - 2, культиваторсем - 2, 2 плуг туянчĕç. Çĕнĕ техникăсемпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, "Арабоси" агрофирма, "Шигали" хуçалăх пуянланчĕç. Вĕсен ĕçри кăтартăвĕсем те ыттисенчен пур енĕпе те лайăхрах. Руководителĕсем те ĕçшĕн çунакан, хăйсен профессине чунтан парăннă çынсем. Кадрсем веçех татса параççĕ тесе тĕрĕс калаççĕ. Ку чухнехи ял хуçалăхĕн аталанăвне тата ял экономикине тепĕр çĕнĕ импульс парас тĕллевпе республика Президенчĕ "Ялсене производство сферинче ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх хушма пулăшу парасси çинчен" Указ кăларчĕ. Вăл ялсенче ĕçлеме квалификациллĕ специалистсене тата пултаруллă пуçлăхсене явăçтарма хавхалантармалла. Çак Указ тăрăх 2005 çултах ялсенче ĕçлеме ертсе пыракан 50 çынна конкурс никĕсĕ çинче суйласа илмелле. Енчен те çак конкурса тивĕçтереççĕ пулсан вĕсене çăмăллăхсем параççĕ, малтанлăха вырнаçма 100 пин тенкĕ виçепе пĕр хутчен пособи тỹлеççĕ. Çурт-йĕр çавăрма пысăк субсиди Њмиллион тенкĕ таранЌ уйăрнинчен тытăнса автомобиль туянма кредит илнĕ чухне процентсене субсидилени таранах. Çакă ял халăхĕн социаллă пурнăçпа экономикăри пĕлтерĕшне, ялти пурнăçăн пахалăхне ỹстерме май парать. Ку вара общество инфраструктурине аталантарас енĕпе тытса пыракан политика. Экономика аталанăвĕн чи кирлĕ ресурсĕ - çулсем. Çĕнĕрен çул-йĕрсем тăвассипе тата пуррисене юсассипе районта 2004 çулта 10809 пин тенкĕ тăкакланă. "Кавал-Пăвакасси-Çиçтĕпе-Чăрăшçырма" тата "Атайкасси-Энĕшпуç" çулĕсене 0,5 километршар сарса ĕçе кĕртрĕмĕр. "Вăрмар-Чупай-Энĕшпуç" çулĕсене 1,0 километр, "Энтрияль-Пăртас-Шăплат" çулĕсене 0,5 километр çĕнĕрен юсарăмăр. Çул-йĕр пулсан ялсенче çĕнĕрен çуртсем те хăпарса ларĕç. 2005 çул валли çакăн пек ĕçсем тума 22 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрса хăварнă. Килсене газ кĕртессипе те аван ĕçлерĕмĕр. Иртнĕ çул 1725 килте "кăвак çулăм" ырлăхĕпе усă курма тытăнчĕç. Газ кĕртмелли программăна пĕтĕмпех вĕçне çитернĕ теме çук-ха. Тĕрĕсрех каласан, Шупашкарти подрядчиксем хăйсен яваплăхне туйса ĕçлеменнине пула хăш-пĕр ялсенче ку ĕçе кăçал вĕçлеме тивет. Яла яка çул çитсен, кил-çуртсем газпа ăшăнсан унта пурăнакан халăх валли ĕç вырăнĕ кирлĕ. Ялсенче вак предпринимательсен ĕçне, ял хуçалăх отрасльне аталантарса яма майсем туса памалла. Граждансене ĕç вырăнĕ тупса парас тĕллевпе иртнĕ çул районта 5 ярмаркка ирттерсе унта 98 çын тата 41 предприятипе организаци хутшăннă. Ку енĕпе ытти тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Ĕç вырăнĕсенче çирĕп сывлăхлă çынсем кăна тухăçлă ĕçлеме пултараççĕ. Çавăнпа та çын сывлăхне асăрхасах тăмалла. Алкоголе пула чирлесе пурнăçран уйрăлакансем сахалтарах пулччăр тесе тăрăшмалла. 2004 çулта районта 301 ача çуралнă, 485 çын вилнĕ. 2003 çулхипе танлаштарсан çуралакансем 21 çын ытларах пулнă, пурнăçран уйрăлакансем 48 çын чакнă. Пирĕн умра тăракан тĕллевсем - сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче малалла улшăнусем тăвасси.

Халăха пĕлỹ парас ĕçри пахалăх стандарчĕсем тавар продукцийĕн пахалăхĕнчен çỹлерех тăраççĕ, тесе палăртнă Çырура. Юлашки çулсенче районти вĕрентỹ системинче палăрмаллах улшăнусем пулчĕç. Шкулсенче вĕрентỹпе пурлăх бази тăтăшах пуянланса пырать. 11 шкулта газ çунать. Районта база шкулĕсем - 6. Вĕсенче "Шкул автобусĕ" программăпа килĕшỹллĕн 8 автобус. Шкулсенче 509 учитель 4107 ачана вĕрентеççĕ. Вĕренỹ шайĕ ỹссех пырать. 2004 çулта шкул пĕтернисенчен 74,6 проценчĕ аслă тата ятарлă вăтам пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухаççĕ.

Районта клуб учрежденийĕсем 44. Вĕсенче 5 тĕслĕх ЊмодельлĕЌ библиотека. Хальхи вăхăтра пур культура ĕçченĕсем те Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илессишĕн тăрăшаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас енĕпе халăха физкультурăпа спорта массăллă хутшăнтарассипе те нумай тăрăшатпăр.

Социаллă пулăшу кирлисене те пысăк тимлĕх уйăратпăр. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 8053 пенсионер, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем - 145, ĕç ветеранĕсем - 4287, тыл ĕçченĕсем - 1829, тĕрлĕ группăри инвалидсем 1846, ачаран инвалида тухнисем - 107 пурăнаççĕ. Вĕсен социаллă пурнăçĕшĕн эпир хамăра яваплă туятпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн Президент "Çемье çулталăкĕ", "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" пулни çинчен каларĕ. Кăçалхи çула "Парксен тата садсен çулталăкĕ" тесе пĕлтерчĕ. Хăйĕн сывлăхĕпе çемйине хаклакан, хăй пурăнакан вырăна чăннипех те юратакан çыншăн йывăç лартса ĕрчетесси пурнăç йĕрки пулса тăмалла. Тавралăх илемĕ, тасалăхĕ чăннипех те халăх сывлăхĕшĕн.

Ăс-тăн енчен пуян çыншăн çеç малашлăх уçă. Çакна пурин те пуçа хурса, пĕр-пĕрне ăнланса район пуласлăхĕшĕн çине тăрса вăй хурасчĕ.

А. ЕГОРОВ,

район администрацийĕн пуçлăхĕ



12 марта 2005
00:00
Поделиться