Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăх сывлăхĕ - район тĕрекĕ

о Анлă лару

Халăх сывлăхĕ - район тĕрекĕ

Район администрацийĕн анлă ларăвне райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров уçрĕ. Вăлах кĕскен район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Çитсе пыракан çур акине хатĕрленмеллине тата шыв-шур инкекĕсенчен асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕ.

Ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парасси мĕнлерех пурнăçланса пыни тата 2002-2006 çулсем валли ку енĕпе палăртнă район программи еплерех аталанни çинчен район больницин тĕп врачĕ В.Ванюков паллаштарчĕ.

"2004 çулта сывлăха сыхлас енĕпе палăртнă тĕллевлĕ программăсене пурнăçлассипе район бюджетĕнчен 1788600 тенкĕ укçа тăкакланă. Халăх сывлăхне лайăхлатас енĕпе хальхи вăхăтри çĕнĕ медицина оборудованине 765,4 пин тенкелĕх туяннă.

Çемье врачĕн офисĕнче ĕçлеме врач-терапевтсене вĕрентсе хатĕрлессипе нумай вăй хуратпăр. Ялта пурăнакансене вырăна тухса медицина пулăшăвĕ парассине те аван йĕркеленĕ. Васкавлă пулăшу парассине ялсенче ытларах вырăнти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекенсем вăй хураççĕ.

Чире маларах тупса палăртсан унран хăтăлма та çăмăлтарах. Çапла вара пирĕн пурин те пĕрле ĕçлемелле", _ терĕ Владимир Николаевич.

Унăн докладĕнчен районта эрех ĕçсе аптракансем, ерекен ытти чирсемпе чирлекенсем те нумайланса пыни палăрчĕ.

Çак ыйтупа Пинер, Шăхаль ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем О.Ивановпа Н.Тапинова тухса калаçрĕç.

2001-2005 çулсенче районта электроэнергие перекетлессипе мĕнлерех ĕçлени çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Яковлев паллаштарчĕ.

Вăл каланинчен электроэнергие перекетлес енĕпе тĕрлĕ мероприятисем туса ирттерни палăрчĕ. Пысăк котельнăйсене хутса ăшăтмалли тата хăйсене тытса тăмалли тăкаклăхсем кунсерен ỹссе пынă пирки уйрăм е темиçе çурта ăшăпа тивĕçтерме пĕчĕк котельнăйсемпе улăштарнă. Ку ыйтупа "Урмарытеплосеть" тĕп инженерĕ А.Иванов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Пур ыйтусем пирки те тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

Анлă ларăва район прокурорĕ С.Павлов хутшăнса ĕçлекен халăха ĕç укçине вăхăтра тỹлесси пирки асăрхаттарчĕ.

Юлашкинчен А.Егоров пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



12 марта 2005
00:00
Поделиться