Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мускав трасси çинче

Мускав трасси çинче

Февраль уйăхĕ спорта юратакансемшĕн асра юлмалли самантсемпе пуян пулчĕ. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2005" старта хутшăнса, спортăн ытти енĕсемпе районта, республикăра тата ун тулашĕнче ирттернĕ ăмăртусенче пирĕн янташсем лайăх результатсем кăтартрĕç.

"Раççейĕн йĕлтĕр йĕрĕ 2005" спорт ăмăртăвне çĕршер пин йĕлтĕрçĕ хутшăннине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Шупашкар хулинче кăна спортăн çак енне юратакан 25 пине яхăн çын хутшăннă. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти 58 çулхи В.Васильев физкультура учителĕ вара хăйне Мускав трасси çинче тĕрĕслесе пăхма шутланă.

Владимир Германович çинчен пĕр-икĕ сăмах каласа хăварас килет. Çамрăк чухне вăл велосипедпа интересленнĕ. Кунтан тĕлĕнме кирлĕ мар. Вăл çуралнă Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчен В.Гаврилов, И.Иванов паллă СССР спорт мастерĕсем тухнă, хăй те самаях çитĕнỹсем тунă. Каярах вара йĕлтĕре алла илнĕ. Унăн юлашки вăхăтра çеç тунă çитĕнĕвĕсене асăнсах хăвармалла. 1997 çулта Шупашкарта иртнĕ Раштав ăмăртăвĕсенче 15 çухрăма чупса 2-мĕш вырăн йышăннă. 2004 çулта Чăваш Республикинчи тренерсемпе преподавательсем хушшинче ирттернĕ ăмăртура 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ытти ăмăртусенчи çĕнтерỹсем те сахал мар. Кăçал вара çỹлерех асăннă ăмăртăва хутшăнма шутланă.

Мускав облаçĕнчи Дмитриевск хулинче иртнĕ вăл. 8074-мĕш номерпе тапраннăскер (унта Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă), 10 километрлă трассăра çĕрĕммĕшсен ушкăнне лекме пултарнă. "Раççейĕн йĕлтĕр йĕрĕ-2005" калпакпа хăйĕн асăнмалăх 8074 номерне тивĕçлипе çĕнсе илнĕ.

В. ТОЛМАТОВ,

учитель.



12 марта 2005
00:00
Поделиться