Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕл пулу

о Тарăн йĕр хăварчĕ

Тĕл пулу

Асрах-ха шкулта вĕреннĕ çулсем, юратнă учительсен сăнĕ те, сасси те ман умран каймасть. Тăван шкултан вĕренсе тухса кайни чылай вăхăт иртсен те пĕрле вĕреннĕ, туслăн килĕштерсе пурăннă çамрăксемпе тепĕр хут шкула пуçтарăнса тĕл пулса калаçни кашни çыннăн чунĕнче тарăн йĕр хăварать. Шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем хушшинче халĕ инженер та, учитель те, врач та тата ытти тĕрлĕ професси çыннисем те пур.

Кашни çул йăлана кĕнĕ йĕркепе Кивĕ Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухса кайнисен тĕл пулăвĕ иртет. Акă кăçал та шкултан 30, 25, 20, 10, 5 çул каялла вĕренсе тухнисем пуçтарăнчĕç. Тĕл пулăва вăтам шкулти 11 класра вĕренекенсем йĕркелесе ертсе пычĕç. Шкул ачисем вĕсем валли концерт хатĕрленĕ. Программăра юрă-ташă, сăвă, кулăшла сценкăсем те пулчĕç.

Чи асра юлмалли самантсем те тĕл пулу вăхăтĕнче кашни çыннах кăсăклантарчĕ. Акă, сăмахран, казначействăн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Петров шкултан вĕренсе тухни 30 çул çитни çинчен хумханмалла каласа кăтартрĕ. Унăн сăмахĕнче малтанхи учительницăн Ф.Васильеван, класс руководителĕн А.Ларионован тата ытти учительсен сăнарĕсем чуна кĕрсе вырнаçни курăнчĕ. Валерий Васильевич хăйсен класĕнче пĕрле вĕреннĕ ачасен кун-çулĕпе паллаштаракан "Не забывается такое никогда" ятлă пĕчĕк кĕнеке кăларнă, ăна вăл тăван шкула парнелерĕ.

20 çул каялла вĕренсе тухнă çамрăксем те чылай пуçтарăннă. Вĕсем те шкулти учительсен ĕçне ырă сăмахсемпе хакласа тухса калаçрĕç. Пуш алăпа килмен вĕсем, шкул библиотекине 12 томлă кĕнеке пуххи парнелерĕç.

Шкултан 15 çул каялла вĕренсе тухнисем те пур тĕл пулура. Вĕсен класс руководительници пулнă Л.Петрова кашни ача хăй вырăнне тупни çинчен, хăйсене килĕшекен профессие тĕрĕс суйласа илнине палăртса каларĕ.

Ытти çулсенче вĕренсе тухнă çамрăксем те малтанхи учительницăсене, класс руководителĕсемпе шкулти пур вĕрентекенсене пĕлỹ тĕнчинче ăс панăшăн тав туса тухса калаçрĕç.

Я. ПЕТРОВА,

Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта

11 класра вĕренекен.



12 марта 2005
00:00
Поделиться