Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Воин-интернационалиста асăнса

Воин-интернационалиста асăнса

Афганистанри вăрçа хутшăннă воин-интернационалистсене халалласа Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта пневматикăллă винтовкăран перессипе ăмăрту ирттернĕ. Унта шкулта 5-11 классенче вĕренекенсем тата учительсем хутшăннă.

Ăмăрту çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Шкул ачисем хушшинче арçын ачасенчен 10 класра вĕренекен А.Любимов пĕрремĕш вырăна тухма тивĕç пулчĕ, 9 "б" класри Е.Михайлов - иккĕмĕш вырăнта, 9 "а" класри Д.Васильевăн виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ. Вĕрентекенсем хушшинче те хастаррисем пулчĕç. Вĕсенчен чи малтисен шутĕнче физкультура учителĕ О.Мясников, иккĕмĕш вырăна С.Антонов тухрĕ, ялти прораб Г.Алексеев - виççĕмĕш.

Ăмăртăва хутшăнма хĕр ачасем те кăмăл турĕç. 10 класра вĕренекен Д.Николаева хăйĕн хастарлăхне, хăюлăхне кăтартса - пĕрремĕш, 6 класри О.Георгиева - иккĕмĕш, 5 класри О.Егорова виççĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç.

Ялти предприниматель Н.Иванов ăмăртăва ирттерме спонсор пулса пулăшрĕ. Малти вырăнсене йышăннă ачасене парнесем парса хавхалантарчĕ. Шкул дирекцийĕ ăна тав турĕ.

Çак кун ачасемпе çитĕннисем хушшинче мини-футбол вăййи те иртрĕ, вăл никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ. Кире пуканĕ йăтассипе, турник çинче туртăнассипе те вăй виçрĕç ачасем. Тупăшусем вĕçленнĕ хыççăн пурте килĕсене хавас кăмăлпа саланчĕç.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров иртнĕ çула "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" тесе йышăннă. Киввăрмар çамрăкĕсем Указа пурнăçласа кăçал та спорт ăмăртăвĕсем тăтăшах ирттереççĕ.

Я. ПЕТРОВА,

11 класра вĕренекен.



12 марта 2005
00:00
Поделиться