Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çуркунне, савăнтар чĕререн! Чунсене эс тултар телейпе!

Çуркунне, савăнтар чĕререн!

Чунсене эс тултар телейпе!

ВĂРМАР ПОСЕЛОКĔ. Çурхи уйăхăн пĕрремĕш эрнинче, йăлана кĕнĕ тăрăх, районта чылайранпа хĕлпе сывпуллашса çуркуннене кĕтсе илеççĕ. Çак мероприятие хатĕрленсе площаде юр купи купаласа ун тăррине катемпи лартса хунă. Çурхи куна кĕтсе илсе плакатсем çырса çакнă. Ирхине ирех поселок çийĕн хаваслă музыка çемми янăраса площаде йыхăрать. Килнĕ халăха астивсе пăхма шашлыкĕ те пиçет. Акă, С.Харитонов, Н.Никитина предпринимательсемпе поселокри обществăлла апатлану предприятийĕн ĕçченĕсем килнĕ çынсене хăналама хатĕр. Г.Иванова, Т.Федорова, И.Серина, Л.Сорокина, Н.Петрова, Л.Антонова, А.Морозова, А.Степанова, С.Прохорова, Н.Маленкова, М.Денисова сутуçăсемпе поварсем вĕри чейпе пĕлĕм, тĕрлĕ йышши тутлă кукăльсем, печени-премĕксем, пылак шывсем сутаççĕ. Вăрмарти çăкăр завочĕн "Вĕри çăкăр" магазинĕ (Н.Петрова сутуçă), Чупайри (Е.Елакова), Вăрмар поселокĕнчи "Надежда" (Л.Павлова), Кĕтеснерти (Е.Антонова) лавккасем те килсе çитнĕ. "Родина" хуçалăх халăха сĕт тата тулă сутрĕ. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики бройлер чăх какайĕ тата хăйсем туса хатĕрленĕ кăлпасси илсе килсе сĕнчĕç. Пур çĕрте те халăх йышлă.

Районти ытти хуçалăхсем темшĕн хăйсем туса илнĕ продукцисене, утă-улăм, тĕш тырă илсе тухман. Хĕле ăсатма хутшăнман. Çуркунне çитесрен шикленнĕ-ши? Сăлтавĕсем мĕнре-ши?

Кĕçех шăнкăравсем çакнă, илемлĕ тутăрсемпе, чечексемпе капăрлатнă лашасем килсе çитрĕç. "Арабоси" агрофирмăран килнĕ С.Викторов илемлетнĕ "Добрый" лашапа тата В.Степанов лавçăпа ялти художествăлла пултарулăх членĕсем купăспа юрă юрласа илемлĕ тутăр вĕлкĕштерсе çитсе тăчĕç. Çавăн пекех Кивĕ Вăрмартан Г.Георгиев "Машăпа", М.Дисконтов "Чайка" лашасемпе килнĕ. "Маша" лашашăн ку уяв пĕрремĕш çул çеç мар ĕнтĕ. Вăл çак хаваслă мероприятие чылайранпа хутшăнать. Тикашри Ю.Иванов "Лунапа" хĕле ăсатма ĕлкĕрес тесе çĕр каçмаллах Вăрмар поселокне тăванĕсем патне килсе выртнă. Тăрăшни сая кайман. Унăн ĕçне хакласа, лаша капăрлатнине шута хурса, вăл пĕрремĕш вырăна тухнине палăртрĕç. Вăрмар поселокĕнчи М.Ларионовпа В.Емельянов хăйсен лашисене капăрлатса лав тулли ача-пăча лартса çитрĕç. Катаччи чупмасăр хĕле ăсатни пулмастех. Хĕвĕшрĕç ача-пăча капăр лашасем умĕнче. Пурин те ярăнас килет. Чылайччен пычĕ ку савăнăç. Лавçăсене уяв илемне кĕртме пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе - ял хуçалăх управленийĕн начальникĕпе В.Николаевпа О.Васильев специалист-зоотехник тав сăмахĕсем каларĕç, хутшăннисене парнесем пачĕç. Мала тухнисене палăртрĕç.

Сцена умне театрализациленĕ курăнупа районти художествăлла пултарулăх коллективĕсем çитсе тăчĕç. Вĕсен хаваслă юррине илтсен пĕтĕм халăх сцена еннелле утма пуçларĕ. Уяв концертне курма диктор сасси те йыхăрать. Вăл çак хаваслă праçникпе пурне те саламлать.

Кĕçех сцена çинче "Хĕле ăсатни" театрализациленĕ курăну пуçланать. Хаваслă кĕвĕ янăрать. Сцена çине мыскараçăсем тухса уяв ячĕпе саламлаççĕ, шỹтлĕ сăвăсем калаççĕ. Унтан сцена умне Хĕл Мучипе Сивĕ Хĕл капăр лашапа шăнкăртаттарса çитеççĕ. Вĕсем халăха саламлаççĕ, хĕл кунĕсенчи хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Шел пулин те кашни уйăхăн хăйĕн вăхăчĕ. Çапла вара хаяр Хĕлĕн те Çуркуннене вырăн пама тиврĕ. Вăл ăна çăкăр тăварпа кĕтсе илет, çут çанталăкăн "уççине" парнелет. Ăшă кăмăллă Çуркунне хăй çитнине пĕлтерсе халăха саламлать. Çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарнине систерет. Хăй аллинчи çавра çăкăра поселок администрацийĕн пуçлăхне Г.Егорова парать. Вăл уява килнисене саламласа ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçу сунать. "Çанталăкĕ ăшăх мар пулин те ирхине чĕвĕлти кайăксен сасси çуркуннене аса илтерет. Çурхи уйăх çитрĕ пулсан, ăшăтасса кĕтсех тăр. Çĕр çыннин канăçсăр ĕçĕ пуçланать. Ăна вара пирĕн пурин те пĕрле çине тăрса ăнăçлă пурнăçламалла", - терĕ Геннадий Иванович.

Кĕçех пысăк концерт пуçланчĕ. Çав вăхăтрах стадионта спорт вăййисем иртрĕç. Спорт мероприятийĕсем пулакан вырăнсене юртан хырса тасатманнине пула куракансен йышĕ сахалтарах пулчĕ. Спорт вăййисене хутшăнакансене те чăрмантарчĕ.

Чылайччен савăнчĕ район халăхĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

ЭНТРИЯЛЬ. Пирĕн ялта та кашни çулах мартăн пĕрремĕш эрнинче Хĕле ăсатса Çуркуннене кĕтсе илесси йăлана кĕрсе пычĕ. Акă халĕ те çак уява халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Энтрияль, Шутнерпуç, Уйкас ялĕсенчен илемлетнĕ лашасем хăйсен ял çыннисене лартса, уяв юрри юрласа Энтрияль клубĕ умне çитсе тăчĕç. Çанталăкĕ уяв валлиех тейĕн. Хĕвелĕ те, кăштах сивви те пур. Чăннипех те Çуркуннепе Хĕл тĕл пулнă тейĕн. Пуçтарăннă халăхĕ те çав тери савăнăçлă.

Уява Энтрияль ялĕн библиотека заведующийĕ З.Григорьева ертсе пычĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Андреев пурне те уяв ячĕпе саламласа çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçлеме ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

Театрализациленĕ майпа Хĕл Мучипе Юр Пикене ăсатрĕç. Ырă мар пулăмсем пирĕн таврара ан юлччăр тесе катемпине çунтарчĕç.

Спорт вăййисĕр мĕнле уяв пултăр! Кире пуканĕ çĕклесси, тĕрлĕрен ăмăртусем, вăйăсем... Кире пуканĕ çĕклесе 1-мĕш вырăна Шутнерпуçĕнчи Ю.Иванов тухрĕ. Клубра та халăх туллиех. Унта "Айтăр-ха, хĕрарăмсем!" конкурс пырать. Пирĕн пултаруллă та хастар хĕрарăмсем кунта та ĕлкĕрнĕ. Мĕн чухлĕ пултарулăх, харсăрлăх вĕсенче. Курсан чун савăнать. Жюри членĕсем вĕсене çапла хакларĕç: чи пултарулли -  Л.Васильева, талантли - Л.Геронтьева, çепĕççи - З.Андреева, харсăрри - П.Федотова, маттурри - И.Хлебникова пулчĕç.

Энтрияль ял администрацийĕн территорине кĕрекен ялсенче пурăнакансем чăннипех те савăнчĕç. Капăрлатнă лашасемпе юрласа ял йĕри-тавра çаврăнчĕç. Ултă лаша хутшăннă. Пĕри тепринчен капăртарах. Çапах та вĕсенчен 1-мĕш вырăна Шутнерпуçĕнчи В.Петров çĕнсе илчĕ, 2-мĕшне - С.Хлебников, 3-мĕшне Н.Хлебников тивĕçрĕç.

Ку уява ирттерме Пĕрлĕхлĕ Раççей партин районти уйрăмĕн политсовечĕ çав тери нумай пулăшрĕ.

Э. НИКОЛАЕВА,

обществăлла

корреспондент.



16 марта 2005
00:00
Поделиться