Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Калаçу çивĕч пулчĕ

о Район администрацийĕнче

Калаçу çивĕч пулчĕ

Кашни çын çĕр çине ĕçлесе пурăнма килнĕ. Ĕçлесе илнĕ укçи-тенкине перекетлесе мул пухма та юратать этем. Пурнăç хăй еккипе сиктерет. Пĕр вăхăт халăха ĕçшĕн укçи-тенкине те тỹлеймерĕç. Пысăк предприятисемпе фабрика-заводсем те хупăна-хупăна пĕтрĕç. Çак сăлтавсен хумĕ районти сĕтел-пукан фабрикине те пырса çапрĕ. Нумай çынсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç. Фабрикăна пĕтме парас мар тĕллевпе кунта вăй хуракан уйрăм çынсем хăйсен ячĕпе районти перекет банкĕнчен укçан кредит та илсе пачĕç. Кĕрлесе тăракан фабрикăн малтанхи вăй-хăватне шанчĕç пулĕ. Шаннă йăвара кайăкĕ пулмарĕ пулмалла. Фабрика хăйне хăй тытса тăрайманнипе панкрута тухрĕ. Патшалăх умĕнчи парăмĕсене тỹлесе татаймарĕ. Кунти 35 çын илнĕ кредит та çаплипех çакăнса юлчĕ. Çавна пулах çак çынсем перекет банкĕ урлă нимĕнле ĕç те пурнăçлаймаççĕ иккен. Ача пособийĕшĕн паракан укçана та илеймеççĕ.

Укçа нуши чул кастарать тенĕ пек çак серепене çакланнă çынсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Егоровпа тĕл пулса чунĕсене уçса пама шутларĕç. Иртнĕ эрнекун пулса иртрĕ ку ĕçлĕ тĕл пулу. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, унăн заместителĕ Л.Голубева, район прокуратурин представителĕ Ю.Никифоров, халĕ сĕтел-пукан фабрикишĕн яваплă В.Митюнин конкурслă управляющи, районти перекет банкĕн управляющийĕ С.Харитонов, сĕтел-пукан фабрикин малтанхи директорĕ Н.Степанов тата ытти яваплă çынсем пулчĕç.

Тĕл пулура фабрикăн хальхи ĕçĕсемпе интересленчĕç. Килсе тухнă пăтăрмахсемпе кăсăкланчĕç. Фабрикăна çăлса хăварассишĕн тăрăшнă çынсен шăпишĕн канăçсăрланчĕç. Айăпсăр айăплисене кам хута кĕрĕ? Калаçу хĕрỹ пычĕ. Ку кăткăс ыйтăва суд кăна татса парасса шанчĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



16 марта 2005
00:00
Поделиться