Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрле тăрăшнине нимĕн те çитмĕ

о Ĕç коллективĕсенче

Пĕрле тăрăшнине нимĕн те çитмĕ

Кĕçнерникун "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин коллективĕн пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта 2004-2006 çулсем валли йышăннă коллективлă договор иртнĕ çул мĕнле пурнăçланнине сỹтсе яврĕç. Профком председателĕ Г.Петров, фабрика директорĕ Н.Петров доклачĕсемпе тĕп специалистсем _ Е.Тимофеева тĕп экономист, В.Нарзаев тĕп агроном, Ю.Петров тĕп инженер тунă отчетсенчен те, тĕпрен илсен, коллективлă килĕшỹре палăртнисене ăнăçлă пурнăçласа пынă. Производство калăпăшĕ те ỹснĕ. Туса илнĕ продукцие, пĕчĕк тата ỹссе çитĕннĕ чăх-чĕпе, чăх çăмартисене реализацилессипе те пысăк чăрмавсем пулман. Ял хуçалăх техникине те чылай туяннă. Паллах, пур ĕç те укçа-тенкĕпе çыхăннă. Пĕтĕм япала _ сĕрмелли-çунтармалли материалсем, техника, запас пайсем, электроэнерги, газ хакĕсем кунсерен ỹссе пынă вăхăтра производствăна аталантарма пĕрре те çăмăл мар. Коллектив йывăрлăхсене çине тăрса çĕнтерсе пырать. Тăрăшнин результачĕсем те куç умĕнче. Нумаях мар пулин те иртнĕ çула тупăшпа вĕçленĕ. Калаçу итогсем пирки кăна мар, малашлăх çинчен те пулчĕ. Кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлемелле, кăтартусене те чылай ỹстермелле. Социаллă ыйтусене татса парассипе те тумаллисем нумай. Çапла тĕллевсем палăртрĕç фабрика ĕçченĕсем.

Хусан чукун çул уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Белов, профсоюз комитечĕн председателĕ В.Геращенко тата райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров пухăва ятарласа килни те коллективра малашлăх шанăçне çуратрĕ. Вĕсем хăйсен калаçăвĕсенче хуçалăхра туса çитерейменнисене палăртнипе пĕрлех умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшакан нумай ырă сĕнỹсем пачĕç.

И.Белов малта пыракан хăш-пĕр рабочисемпе специалистсене Хисеп грамотисем, алла çыхмалли ятран çырнă хаклă сехетсем, кавир-дорожкăсем парса чысларĕ.

Чукун çул профкомĕн председателĕ В.Геращенко та фабрикăри хастар ĕçченсене Хисеп грамотисемпе укçан преми парса чысларĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров коллектива ăнăçусем сунса Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче ĕçлесе чыса тивĕçнĕ çынсене Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитсе пынă ятпа юбилей медалĕсемпе наградăларĕ.

И.Беловпа А.Егоров Вăрмар чукун çул станцийĕн малашлăхĕ пирки те интереслентерекен ыйтусене хускатнă.

Пухăва хутшăннисене Кивĕ Вăрмарти шкул коллективĕ концерт лартса панă.

Н. ВАСИЛЬЕВ.



16 марта 2005
00:00
Поделиться