Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕтме парас марччĕ

о Хуçалăхсенчи отчетпа суйлав пухăвĕсенчен

Пĕтме парас марччĕ

Юлашки çулсенче ял хуçалăхĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Çак отрасль йĕркеллĕ аталанса пырайми пулчĕ. Çамрăксем яла юлмаççĕ, тĕпрен илсен, хуçалăхсенче аслă ăрури çынсем ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсене тĕппипех арканма парас мар тесе тĕрлĕ çăл куçсем шыраççĕ. Мичурин ячĕллĕ хуçалăхра пулса иртнĕ отчетпа суйлав пухăвĕнче чи малтан çакăн пирки калаçрĕç те ĕнтĕ. Хуçалăх руководителĕ Н. Захаров 2004 çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл каланинчен хуçалăх тарăн "çырма" хĕрнех çитсе тăнă иккен. Парăмсене тỹлесе татайманнине пула суд приставĕнчен килсе ял хуçалăхăн 3 техникине пушмак пăрусене 20 арестленĕ. Çак сăмахсене илтсен çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Хуçалăх руководителĕн вара хăйсен ĕçĕ майлашса каяйманнишĕн чăннипех те пăшăрханни палăрчĕ. Çĕр ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Ăна ялта пурăнакан кашни çын ăнланатех. Çапах та 2003 çулхипе танлаштарсан Кĕтеснерсен тăрăшулăхĕ пурах-ха. Тĕш тырă туса илессипе те, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессипе те иртнĕ çулхинчен кăтартăвĕсем аванрах. Тĕп сысна аминчен çура та ытларах илнĕ.

"Хальхи вăхăтра ял çынни чуна парса ĕçлеме юратмасть. Çавăнпа та халăхăн шухăш-кăмăлне тĕпрен улăштармалла, совет самани чухнехи шухăшсенчен хăтăлмалла. Чи йывăрри вара пĕр-пĕринчен кĕвĕçни. Ахальтен каламан ĕнтĕ ĕлĕкхи çын "Кĕвĕçекене кĕве çиет", - тесе. Мичурин ячĕллĕ хуçалăхра çавна пулах руководительсене чаплă майра перчетке улăштарнă пекех улăштарчĕç. Пĕр çын хăй ĕçне пĕлсе тĕпленсе йĕркелесе пыманни хуçалăха салатрĕ те ĕнтĕ. Çак йывăрлăхран кунти ĕçченсем пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшса пырсан кăна хăтăлма пулать тесе шухăшлатăп", - терĕ хуçалăхра нумай çул вăй хунă, хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канури Н.Никоноров.

Отчет тăрăх тухса калаçакансем чылаййăн пулчĕç. Хăшĕсем руководителе çитменлĕхсем пирки куçранах каларĕç. Дисциплинăна хытарса, яваплăха ỹстерсе малалла тăрăшса ĕçлемеллине те палăртрĕç. Пĕр çын çĕр çынна юраймасть тенĕ пек хурлакансем те, ырлакансем те тупăнчĕç.

Хуçалăха аталантарма укçа-тенкĕ çитсе пыманнине курах пулĕ хăш-пĕр çынсем хăйсен çĕр пайĕпе хуçалăхран уйрăлса тухма кăмăл турĕç. Вĕсем çак шухăшпа ыйтса çырнă заявленисене те пăхса тухрĕç. Чи хĕрỹллĕ самант вара пухура сысна фермине районти çу завочĕ çумĕнче йĕркеленекен агрофирмăна арендăна парасси пирки пычĕ. Хăшĕсем кунпа килĕшесшĕн пулмарĕç. Теприсем - килĕшес, - терĕç. Тавлашсан, тавлашсан пурте пĕр саслă пулса арендăна парас терĕç.

Хуçалăхри тĕрлĕ хаклă пурлăха сыхласа хăварас тĕллевпе те çивĕч калаçу пычĕ.

Ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Данилов пушар хăрушлăхĕпе еплерех кĕрешмелли пирки чарăнса тăчĕ. Инкек-синкекрен сыхă тăма чĕнсе каларĕ.

Юлашкинчен хуçалăхра çĕнĕ директор суйласси пирки пăхса тухрĕç. Пурте пĕр саслă пулса Н.Захарова хăйнех тепĕр хут хуçалăха ертсе пыма çирĕплетрĕç.

Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев хутшăнса Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе тата "Ялсене производство сферинче ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх хушма пулăшу парасси çинчен" Указĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Мичурин ячĕллĕ хуçалăха аталану çулĕ çине тăратмалли малашлăх планĕсем çинчен каларĕ. Пухăва çавăн пекех район администрацийĕн юридици пайĕн начальникĕ Н.Павлов хутшăннă.

А. НИКОЛАЕВА.



16 марта 2005
00:00
Поделиться