Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат призĕсем - чи вăйлисенче

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат призĕсем - чи вăйлисенче

Республика Президенчĕн "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ" Указне пурнăçласа кăçалхи мартăн 5-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупассипе районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн эстафетăлла ăмăртусем 57-мĕш хут иртрĕç, вăлах йĕлтĕрçĕсен спорт сезонне хупмалли кăçалхи юлашки тупăшăвĕ те пулчĕ.

Çанталăкĕ те ятарласа тенĕ пекех спортсменсемшĕн тейĕн, лăпкă та уяр тăчĕ, маларах юрĕ те самаях çуса пачĕ. Çавăнпах пулĕ-и, йĕлтĕр йăтнă спортсменсем ир ирех Спорт çурчĕ еннелле утма пуçларĕç.

Акă, Спорт çурчĕн залĕнче йĕлтĕрçĕсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă.

Ăмăртăва хутшăнакансене районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн главнăй редакторĕ Н.Васильев саламлать, çитĕнỹсем тума ырă сунать.

Райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Бойков ăмăрту йĕркипе паллаштарать.

Часах йĕлтĕрçĕсем Спорт çуртĕнчен тухаççĕ те ăмăрту пулакан вырăна - Кивĕ Вăрмар ялĕпе Вăрмар поселокĕ хушшинчи посадка хĕррине çул тытаççĕ.

Чи малтанах старта улттăмĕшпе çиччĕмĕш классенче вĕренекен хĕрачасем тухаççĕ. Кашни командăра виçшер çын. Вĕсен 1 километр чупмалла. Стартра 7 команда.

Кĕрешỹ питех те çивĕч иртрĕ. Финиша чи малтан 97-мĕш номерлĕ спортсмен килсе çитет. Вăл Çĕнĕ Кинчер шкулĕнчи К.Арманова пулчĕ. Эстафетăна А.Шуйскаяна парать, хĕрача малалла тухса вирхĕнет. Анчах та хăшĕ çĕнтерессе калама иртерех-ха. Пĕтĕмĕшле итогсем тăрăх, ыттисене чылай кая хăварса, финиша 96-мĕш номерлĕ спортсменка килсе çитет те Энĕшпуç шкулĕн командине пĕрремĕш вырăна кăларать. Иккĕмĕшне Чупайсем йышăнаççĕ, Çĕнкинчерсен вара виççĕмĕш вырăнпа килĕшме тивет.

Арçын ачасем икĕ километра чупаççĕ. Вĕсем йышлăрах. Пурĕ - 18 команда. Ку хутĕнче те çĕнтерỹçĕсем Энĕшпуçсемех пулаççĕ. Вĕсен иккĕмĕш команди виççĕмĕш вырăнта. Тикашсем - иккĕмĕш.

Саккăрмĕшпе тăххăрмĕш классенчи хĕрачасем 2 километра, арçын ачасем 3 километра чупаççĕ.

Хĕрачасенчен пĕрремĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕнче вĕренекенсем çĕнсе илеççĕ. Чупайсем - иккĕмĕш, Мăнçырмасем виççĕмĕш вырăнсенче.

Арçын ачасенчен Чупайсем вăйлăрах пулчĕç, пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Энĕшпуç шкулĕн командисем пайларĕç.

Вуннăмĕшпе вунпĕрмĕш классенче вĕренекен хĕрачасем 3 километра, арçын ачасем 5 километра чупрĕç.

Чăннипе те интереслĕ иртрĕç аслă ушкăнри ăмăртусем. Кашни спортсмен хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне пачĕ.

Хĕрачасен ушкăнĕнче малти вырăна Энĕшпуç шкулĕнче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç.

Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул команди - иккĕмĕш, Урнарсем виççĕмĕш вырăнта пулчĕç.

Арçын ачасенчен пур призлă вырăнсене те Энĕшпуç шкулĕн спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. Вĕсем виçĕ команда тăратнă.

Акă старта çитĕнсе çитнĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем тухаççĕ. 30, 40, 50 тата 60 çула çитичченхисем 3 километра чупаççĕ.

35 çула çитичченхи спортсменсем хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне Кавал шкулĕнчи Н.Алексеева çĕнсе илет.

40 çула çитичченхисем хушшинче те çак шкулти С.Чубукова çĕнтерет. Çакна палăртма кăмăллă: Светлана Васильевна ултă ача амăшĕ. Апла пулин те, спортпа туслă. Ку ăмăртура унăн 5 класра вĕренекен ачи - Никита та Кавал шкулĕн чысне хỹтĕлерĕ.

50 тата 60 çула çитичченхи спортсменсенчен каллех Кавал шкулĕнчи Н.Аваковапа Т.Ашмарина çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç.

Арçынсен хушшинче те кĕрешỹ çивĕч пычĕ.

35, 40 тата 50 çула çитичченхи арçынсем - 5, 60 çултан иртнисем 3 километра чупса тупăшрĕç.

35 çула çитичченхи спортсменсенчен малти вырăна Н.Павлов (Чулкас) тухрĕ.

40 çула çитичченхисенчен малти вырăнсене В.Федоровпа (Кивĕ Вăрмар) В.Данилов (Кĕлкеш) пайларĕç.

50 çула çитичченхисем хушшинче чи вăйли Чупайĕнчи А.Ноздрин пулчĕ.

50 çултан иртнисенчен Н.Андреев (Вăрмар поселокĕ) çĕнтерчĕ.

60 çултан иртнисем хушшинче малти вырăнсене Н.Михайлов, В.Лирзай (Вăрмар поселокĕнчен), К.Иванов (Кивĕ Вăрмар) çĕнсе илчĕç.

Ăмăртусем вĕçленсен районти Спорт çуртĕнче итогсене пĕтĕмлетрĕç.

Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн главнăй редакторĕ Н.Васильев çĕнтерỹçĕсене саламласа малашнехи ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕ, грамотăсемпе наградăларĕ.

Эстафетăлла ăмăртусенче пĕрремĕш вырăн йышăннă Энĕшпуç тата Чупай шкулĕсен командисене районти "Хĕрлĕ ялав" хаçата çырăнса пама пулчĕç.

Çакна палăртмалла: ăмăртусене районти 14 шкулăн командисем хутшăнчĕç. Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти Г.Исаевпа Н.Изосимов тренерсем командăсене ăмăртусене уйрăмах лайăх хатĕрленнине палăртмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ малти вырăнсене пурне те тенĕ пекех вĕсем çĕнсе илчĕç.

А. ХОВАНСКИЙ.



16 марта 2005
00:00
Поделиться