Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Документсене йĕркеллĕ упрар

о Архив

Документсене йĕркеллĕ упрар

Пурăнан пурнăçра архив пулăшăвĕпе усă курман çынсем сахал пулĕ. Районти архивра та кирлĕ справка е пĕр-пĕр документ копине ыйтма пыракансем кашни кунах пулаççĕ. Чăнах та ĕнтĕ, вăл е ку пулса иртнĕ паллă ĕç кунсем иртнĕçемĕн манăçа тухать, архивра сыхланнă документ çеç, çав ĕç пулнине çирĕплетме пултарать.

Çавăнпа та документсене сыхласа хăварни пурнăçра пысăк вырăн йышăнать.

Раççей Федерацийĕн архив тата унăн фончĕ пирки пĕрремĕш Тĕп закон йышăннăранпа вунă çул ытла иртрĕ. Çак тапхăрта нумай улшăнусем пулчĕç. Çавăнпа та 2004 çулхи октябрь уйăхĕнче Архив ĕçĕсем çинчен çĕнĕ Федераллă Закон йышăннă. Çак законпа килĕшỹллĕн архив докуменчĕсем виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1) патшалăх харпăрлăхне кĕрекеннисем; 2) муниципалитет; 3) уйрăм харпăрлăха кĕрекенсем. Законпа хуть те хăш харпăрлăхра пулакан документсене те сыхласа хăвармалли çинчен тĕплĕн çырса панă. Иртнĕ çул райадминистрацин архив ĕçĕсен пайĕ документсене сыхласа хăварассипе нумай ĕçсем туса ирттернĕ. Графикпе ĕçлекен организацисен докуменчĕсене йышăннисĕр пуçне, пĕтнĕ организацисен докуменчĕсене архива вырнаçтаратпăр.

Çавăнпах уйрăм çынсен докуменчĕсене те йышăнтăмăр. Пурĕ 7 çын хăйсен докуменчĕсене пирĕн архивра сыхлама кăмăл турĕç. Çакăн йышши документсене упрассипе эпир малалла та ĕçлетпĕр.

Иртнĕ çул архивран 300 çынна справкăсем хатĕрлесе панă, 50 çынна хăйсене интересленекен документсемпе паллаштарнă, 5 тĕпчевçĕпе 5 студента кирлĕ документсемпе тивĕçтернĕ.

Районти 65 предприятипе организаци тата учреждени хăйсен ялан упранмалли докуменчĕсене район архивне парса тăраççĕ. Вĕсенче пуринче те документсене архива пама хатĕрлессипе нумай ĕçсем туса ирттернĕ.

Юлашки çулсенче пурте куратпăр ĕнтĕ, нумай организацисем пĕтсе вĕсем вырăнне çĕннисем йĕркеленеççĕ. Нумай чухне вĕсем пĕтнĕ организацисен малалла аталантараканĕ ЊправопреемникĕЌ те шутланаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсенче 75 çул вырăнта сыхланмалли документсем хуçасăр тăрса юлаççĕ. Районти ял хуçалăх организацисенче 75 çул сыхланмалли ĕçсем пурĕ 8 пин ытла хăйсен архивĕнче упранаççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем чăнах та правопреемниксем те мар.

2004 çултанпа Раççейри пенси фончĕн правленийĕ тата Федераллă архив агентстви пĕрле çырнă çырупа килĕшỹллĕн, çак çĕнĕ организацисем пĕтнĕ хуçалăхсен 75 çул упранмалли документсене сыхлама тата вĕсем тăрăх пенси фончĕ валли справкăсем туса пама пултараççĕ, енчен те вĕсем хăйсен организацин уставĕ çине çак документсене сыхлама тата вĕсем тăрăх справкăсем пама яваплă пулни çинчен кăтартса çырнă пулсан.

Çавăнпа та, руководительсен, граждансен прависене пенсипе тивĕçтернĕ чух пăсас мар тесен, уставсене улшăнусем кĕртмелле.

Районти пур предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче архившăн яваплă çынсем пур.

Г. НАРСОВА,

райадминистрацин

архив пайĕн заведующийĕ.



19 марта 2005
00:00
Поделиться