Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Муниципалитет ĕçченĕсем вĕренеççĕ

о Хăй тытăмлăх

Муниципалитет ĕçченĕсем вĕренеççĕ

Иртнĕ ытларикун районти Культура çуртĕнче ирттернĕ муниципалитет ĕçченĕсен актив пухăвĕн занятине район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем, управленийĕсемпе пайĕсен начальникĕсем, ял тата поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсем, федераллă службăсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем, вĕрентỹ, культурăпа сывлăх ĕçченĕсем хутшăннă. Занятие райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров ертсе пычĕ.

Унта Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн руководителĕн заместителĕ В.Максимов тата ытти яваплă представительсем _ С.Воробьевпа С.Тарасов тухса калаçрĕç.

Чи малтанах С.Воробьев сăмах илчĕ. Вăл Федераллă саккунăн 131 статйипе килĕшỹллĕн "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем" тата "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелесси çинчен" Чăваш Республикин саккунĕ çинче чарăнса тăчĕ.

С.Тарасов вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен укçи-тенкин никĕсĕсем пирки ăнлантарса пачĕ.

"Депутатсем Чăваш Республикин "Чăваш Республикин муниципалитет тытăмĕн пуçлăхĕн статусĕ çинчен" саккун йышăннă. Ку саккун çитес çулхи январьтен вăя кĕмелле. Вăл район, вырăнти влаç органĕсен пуçлăхĕсен ĕçри вырăнне, вĕсен тивĕçĕсемпе яваплăхне конкретлă палăртать", _ терĕ В.Максимов тата вăл çитес суйлавпа çыхăннă ытти ыйтусем пирки ăнлантарса пачĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



19 марта 2005
00:00
Поделиться