Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нозематоз

о Вĕлле хурчĕ - ылтăн хурт

Нозематоз

Нозематоз - пыл хурчĕсен анлă сарăлнă чирĕ. Ăна пуçараканĕ - пĕр клеткăллă ансат нозема апис. Çак чир мĕнле палăрать-ха? Хĕл варринче е вĕçленнĕ тĕлелле пыл хурчĕсем вар виттине ереççĕ, çемьесем хăвăрт начарланаççĕ, хурт амисем вилеççĕ, тепĕр чухне пур çемье те пĕтет. Çак хăрушă чир вĕллесенче ытлашши нỹрĕ пулнипе пуçланать. Çемье начар пулни те, хĕл каçма апат пахалăхĕ япăххи те, ытти сăлтавсем те нозематоза аталантарма пулăшаççĕ. Çак чир хурт ами çăмарта сапма тытăннă вăхăтра - февраль-март уйăхĕсенче - аптратать. Çак тапхăрта сивĕ, хурт çемйисене сиплеме мелсĕр тесе тăхтама кирлĕ мар, çийĕнчех мерăсем йышăнмалла. Çанталăк ăшăтнă май хурт çемйисем вĕçсе уçăлнă хыççăн нозематозран сиплесси кая юлать, ку ĕçе пурнăçланин усси те сахал. Хуртсем вĕçсе уçăличчен утарçăн мĕн пур мерăсем йышăнмалла.

Рамкăсем çине чуста евĕрлĕ апат /канди/ хурса памалла. Вăл хуртсем йышăннă мĕн пур рамăсем çийĕнчех выртмалла. Çемçерех кандие пĕр сийĕ марльăпа чĕркемелле - капла вăл вĕлле тĕпне ỹкеймест, ăна вĕтĕ шăтăклă питлĕх çине хума юрать. Ан типтĕр тесе кандие полиэтилен пленкăпа витмелле. Кашни рама пуçне 100-150 грамм канди хумалла. Тăхăр рамка çинче ларнă çемье 1 килограмм кандие 7-10 кунта çисе ярать. Çакна асра тытмалла: хĕллехи тапхăрта ятарлă çуртсене вырнаçтарнă хурт çемйисене кăна канди памалла. Нозединпа, нозематпа хутăштарнă сахăрлă-пыллă кандие хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен Вăрмарти хатĕрлев пунктĕнче туянма пулать. Çак препаратсенчен хатĕрленĕ канди çитерни пыл хурчĕсене варвитти ересрен хỹтĕлесе хăварать.

Ноземат. Сарă тĕслĕ порошок пыл хурчĕсене нозематозран сипленĕ чухне кăна мар, апата ирĕлтерекен пыршăлăх çулĕсенчи инфекцисемпе кĕрешме те питĕ эффективлă. Çуркунне, хуртсем вĕçсе уçăлма тухичченхи тапхăрта, ноземата кандипе пĕрле памалла. 10 килограмм канди çине малтан шывра ирĕлтернĕ 5 грамм ноземат тивет. Çуркунне пыл хурчĕсем вĕçсе уçăлнă хыççăн та вĕсене нозематпа сиплеме юрать. 5 грамм эмеле 50 миллилитр ăшă шывра ирĕлтермелле те 1:1 шайлашупа хатĕрленĕ 20 литр сахăр сиропне ярса лайăх пăтратмалла. Сиропа тепĕр пилĕк кунтан иккĕмĕш хут памалла. Кашни рамка пуçне 100 миллилитр сироп тивмелле, сиплĕ шĕвеке пĕчĕк валашкасене ярса çиеле лартмалла. Ноземат пыл хурчĕсен çемйисене тĕреклетме те пулăшать.

Пыл хурчĕсен çемйисене упракан çуртра сывлăш температурин танлаштаруллă нỹрĕклĕхĕ 75-85 процент пулмалла, сывлăша йĕркеллĕ уçăлтарса тăмалла. Нозематозран сыхланас тесен, хурт çемйисене май килнĕ таран иртерех вĕçтерсе уçăлтарма тăрăшмалла. Çавна май вĕллесене ирĕке маларах илсе тухмалла.

Утарсенчи çемьесем епле хĕл каçнине палăртма районти ветеринари лабораторине мĕн пур вĕллесен 10 процентĕнчен илнĕ 30-50 вилĕ е чĕрĕ хуртсем илсе пымалла. Вăл е ку утарти хурт çемйисем мĕнпе чирленине палăртни хурт- хăмăр ăстисене тата ветеринара вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнма май парать. Çакă, паллах, пысăк тăкаксенчен сыхланма пулăшать.

А. КУДРЯШОВА,

хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен

районти зоотехник.



19 марта 2005
00:00
Поделиться