Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурăнать, тĕрекленет чăваш ялĕ

о Ялсен социаллă аталанăвĕ

Пурăнать, тĕрекленет чăваш ялĕ

Иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетес тата чăваш ялне аталанма пулăшакан, çутă малашлăха çул уçакан кăçалхи пысăк тĕллевсене палăртас тĕлĕшпе Аслă Чак ялĕнчи культура çуртĕнче граждансен пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, унăн заместителĕсем - Л.Голубева, Н.Яковлев, В.Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев, Аслă Чак ял администрацийĕн пуçлăхĕ М.Ухин, Н.Владимирова депутат (Аслă Чак округĕ), райадминистрацин культура тата архив ĕçĕсен, вĕрентỹ, муниципаллă харпăрлăха, çĕр ыйтăвĕсене еркелесе пырассипе тата çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен пайĕсен начальникĕсем _ Т.Викторова, А.Веселовский, В.Муллин тата районти шалти ĕçсен пайĕн участокри уполномоченнăйĕ С.Авксентьев хутшăннă.

Пухăва ял администрацийĕн пуçлăхĕ М.Ухин уçса 2004 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Аслă Чак ял администрацийĕнче пурĕ 286 хуçалăхра 784 çын пурăнать. Сахал тупăшлă тата ватă çынсене уйрăмах тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Кунта 161 пенсионер, çав шутра: Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем _ 5 (вĕсенчен 2-шĕ _ вăрçă инваличĕсем), ĕç ветеранĕсем - 40, пĕчĕклех инвалида тухнисем - 4, тыл ĕçченĕсем - 34, пĕччен юлнă ватăсем - 17 çын. "Ветерансем çинчен" тата "Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" калакан федераллă саккунсемпе килĕшỹллĕн вăрçă участникĕсене, инвалидсене, вăрçă ветеранĕсемпе тăлăх салтак арăмĕсене тỹлевсĕр эмелсемпе тивĕçтернĕ, хавшанă сывлăхĕсене çирĕплетес тĕллевпе санаторисене канма янă.

Иртнĕ çул çурт-йĕр хăпартма, социаллă сферăна аталантарма, ял администрацине кĕрекен ялсене тирпей-илем кĕртме тăрăшса чылай ĕçсем туса ирттернĕ. 2010 çулччен çурт-йĕр хăпартас тата туянас тĕллевпе ипотека кредитне илекенсен йышĕ 14 çитнĕ, 34 çемье субсиди илнĕ. Кашни хуçалăхрах тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ял халăхне куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес тесе ял администрацийĕн территорийĕнче райпон - 3, уйрăм предпринимательсен 2 лавкки ĕçлеççĕ. Вĕренỹ системинче те ырă улшăнусем чылай пулса иртнĕ. Аслă Чакри вĕрентỹ учрежденийĕ база шкулĕ пулса тăнă. Кунта учителĕн критерийĕсене тивĕçтерекен çирĕп пĕлỹллĕ кадрсем ĕçлеççĕ. Вĕренсе тухакансенчен аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕресси 10 процент ỹснĕ. Президент программипе килĕшỹллĕн шкула компьютерсем, автобус уйăрса панă. Ачасене культурăна, искусствăна, спорта явăçтарасси анлăланса пырать. Вĕсен пĕлỹ шайне ỹстерес тĕлĕшпе культура çуртĕнче библиотека та уçнă.

Республика Президенчĕн Н.Федоровăн газификаци программипе килĕшỹллĕн пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ, халĕ ял çыннисене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессипе тăрăшаççĕ. Ялсем хушшинче кĕперсем тунă тата ытти те.

Районăн 2004 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева паллаштарчĕ. Вăл халăха социаллă пулăшу парас енĕпе туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Социаллă çăмăллăхсен çĕнĕ системипе, демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ.

Ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев тухса калаçрĕ.

Ипотека кредичĕ, субсиди илессипе, ялсен аталанăвĕпе, вĕсене тирпей-илем кĕртессипе, газификаци, шывпа тивĕçтерессин программисем мĕнле пурнăçланса пынипе, социаллă çурт-йĕр хăпартассипе, автоçулсене йĕркеллĕ тытса тăрассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе Н. Яковлев паллаштарчĕ.

Çĕр пайĕсемпе усă курассипе, вĕсемшĕн налук тỹлессипе В.Муллин каласа пачĕ.

Аслă Чак ял администрацийĕн территорийĕнче преступлени тăвассине хирĕç кĕрешес енĕпе туса ирттернĕ ĕçсемпе участокри уполномоченнăй С.Авксентьев тухса калаçрĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев Патшалăх Канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса, хăйĕн депутат ĕçĕпе отчет туса пачĕ, ялти культура çуртне музыка центрĕ парнелерĕ.

Унтан райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕсем пачĕ.

Э. МАЛЕНКОВ,

райадминистрацин

çыхăну тата информатизаци

енĕпе ĕçлекен пайăн

тĕп специалисчĕ.



19 марта 2005
00:00
Поделиться