Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Кĕçнерникун район депутачĕсен Пухăвĕн çирĕм саккăрмĕш ларăвĕ пулса иртрĕ. Депутатсем кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн район хăй тытăмлăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров районăн экономикипе социаллă аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Унтан депутатсем кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явма тытăнчĕç.

Çĕр-шывра вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем палăртнă май район Уставне улшăнусем кĕртме тивет. Çавна шута илсе район Уставĕн хăш-пĕр статйисене улшăнусем кĕртесси пирки район администрацийĕн юридици пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов паллаштарчĕ. Пуху вăл сĕннĕ улшăнусене Устава кĕртме йышăнчĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ иккĕмĕш ыйтупа _ Вăрмарти пĕрремĕш тата Мăнçырмари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулсем районти базăллă тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан ытти шкулсемпе 2005-2006 çулсенче пĕрле ĕçлемелли район программине çирĕплетесси çинчен районти вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский паллаштарчĕ. Программăна сỹтсе явса В.Николаев депутат /Мăнçырма округĕ/ тухса калаçрĕ. Сỹтсе явнă ыйту тăрăх пуху тивĕçлĕ решени йышăнчĕ.

Районти ял халăхне 2005-2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтерес, выльăх-чĕрлĕхе уртаракан чирсенчен асăрхаттарас, ĕçлекенсен ĕç условийĕсене, сывлăхне, ĕç сыхлавне 2005-2007 çулсенче лайăхлатмалли комплекслă, тĕллевлĕ программăсемпе райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ _ ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев, патшалăхăн Вăрмарти ветеринари тĕп инспекторĕ Л.Щукина, райадминистрацин халăха социаллă хỹтлĕх паракан управлени пуçлăхĕ В.Иванов паллаштарнă хыççăн депутатсем программăсене пĕр шухăшлă пулса çирĕплетсе хăварчĕç.

Пуху çавăн пекех вырăнти налуксемпе тỹлевсен парăмĕсене пăрахăçламалли йĕркесене, районăн 2004 çулхи бюджетне пурнăçланин отчетне, район центрне тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусене сỹтсе явса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕ.

Н. ВАСИЛЬЕВ.



19 марта 2005
00:00
Поделиться