Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сиенлĕ йăласене хирĕçлер

о Наркотик

Сиенлĕ йăласене хирĕçлер

Сывлăх - çыншăн чи пахи. Анчах хăш-пĕрисем хăйсен сывлăхĕ çинчен нимĕн те шухăшламаççĕ: пирус туртаççĕ, эрех-сăра ĕçеççĕ. Çакăн пирки асăрхаттарас тесе Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем (9 "б" класс ачисем) "суд" кăтартса пачĕç. Пирус туртса çаврака тĕтĕм кăларни çав тери илемлĕ, теççĕ пулĕ те çынсем. Анчах çак тĕтĕм хăйне чире янине ăнланасшăн мар. Çитĕнсе çитнĕ çын туртнине курсан çамрăк та пирус патне аллине тăсмасть-ши? Пирус туртни ырă патне илсе çитерменнине çирĕплетекен тĕслĕх вăл _ 1963 çулта Ниццере ирттернĕ ăнлантару. Çын 60 пирус туртнă хыççăн вилсе кайнă иккен. Англинче вара пĕр çын 40 пируспа 14 сигара туртнă хыççăн чĕри чарăннипе çут тĕнчерен уйрăлнă. Çакăн çинчен шутласа илесчĕ те çук çав, хăнăхнă йăласене пăрахма çав тери йывăр иккен. Аллисене пирус енне тăсакансене асăрхаттарса 5 класри Николаева Марина акă мĕн калать:

Чĕлĕм ан туртăр, çынсем!

Мĕскер тупрăр-ши унта?

Сире чĕлĕм пĕтерет.

Çавăн çинчен шутлăр-ха

Ỹпкене вăл сиенлет.

Унтан ракĕ пуçланать

Вилĕм пуçтарса каять,

Çемье тăлăха юлать.

Çамрăксем сире кура,

Айкашаççĕ пируспа.

Сывлăх пирки шутласа

Алă сулăр ун енне

Сывлăх çыншăн чи пахи.

Чи пахи те чи кирли!

Мĕнех калас, тепĕр вăййи вăл шурă вилĕм (наркотик). Хăйĕн валли çак тăшман клиенчĕсене çамрăксем хушшинчех шырать-çке. Тупать те пĕтĕрсе илет. Шурă вилĕм аллине лекес марччĕ. Вăл пирĕн пĕверпе пуç миммине пĕтерет-çке. Ытла та çамрăк вĕт-ха эпир. Малашлăх çулне - спорт çулне суйласа илесчĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Пысăк Енккасси шкулĕ.



19 марта 2005
00:00
Поделиться