Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юсавлă техникăпа

о Çур акине хатĕрленсе

Юсавлă техникăпа

Кун вăрăмланса пыни, кăнтăрлахи хĕвел ăшшинче чылаях тумла тумланни çурхи кун çывхарса пынине систерет. Кĕçех юр ирĕлсе пĕтĕ те районти мĕн пур техника уя васкĕ. Çак кун çывхариччен вара пур техникăн та пĕр кăлтăксăр ĕçе хатĕр пулмалла. Çур акине пахалăхлă та кĕске вăхăтра ирттересси вара хуçалăхсенчи яваплă çынсем хăйсен ĕçри тивĕçĕсене мĕнлерех пурнăçласа пынинчен те килет. Чи малтанах ĕçри хăрушсăрлăх техникине тата пушара хирĕç кĕрешмелли требованисене мĕнле пурнăçланине тĕплĕн тĕрĕслемелле Тракторсемпе хăй тĕллĕн çỹрекен ял хуçалăх машинисен регистрацилемелли правилисене пăхăнса пымалла. Ял хуçалăх техникине юсанин пахалăхне, ăна уя тухмалла пуличчен маларах регулировка туса вырăнта ĕçлеттерсе пăхмалла. Механизаторсене вĕрентсе хатĕрлесе ятарлă удостоверенисем памалла. Вĕсене тата акакан агрегатсемпе ĕçлекен сеяльщиксене медосмотр кăларассине тĕплĕн йĕркелемелле. Руль управленийĕн юсавлăхне, электрооборудовани приборĕсене, сигнализаци системине пăхса тухмалла, медицина аптечкисем, огнетушительсем пулмалла. Транспорт хăй тĕллĕн тапранса каясран сыхлакан устройствăсем те йĕркеллĕ ĕçлемелле. Çак требованисене пурне те техникăсене тĕрĕсленĕ вăхăтра çирĕп ыйтаççĕ. Районта ку енĕпе ятарлă комисси туса хунă. Мартăн 29-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен çур акине мĕнлерех хатĕрленсе çитнине тĕрĕслес тĕллевпе район администрацийĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх техникисен техосмотрĕ пулать. Предприятисен апрель-май уйăхĕсенче, уйрăм çынсем хăйсен техникисене август уйăхĕ вĕçлениччен техосмотр кăларса пĕтермелле. Çак хушăра пурин те çỹлерех палăртнисене тивĕçлипе пурнăçлама тăрăшмалла.

Çур аки çитиччен шутлă кунсем кăна юлаççĕ. Çавăнпа та юлашки юлнă кунсемпе тухăçлă усă курса, мĕн туса çитерейменнине вĕçлес тĕллевпе механизаторсемпе ытти яваплă работниксен, инженери службин харпăр хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшмалла. Çурхи кун _ çулталăклăх тенĕ пек хамăр тăрăшмасан никам та килсе туса памасть. Малалла аталанас тесен хамăрăнах тĕрлĕ çăл куçсем шырамалла.

В. НИКОЛАЕВ,

районти Гостехнадзор

инспекцийĕн начальникĕ.



19 марта 2005
00:00
Поделиться