Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурхи кун - çулталăклăх

о Ĕçлĕ тĕл пулу

Çурхи кун - çулталăклăх

"Çур аки алăкран шаккать. Çакă чылай хуçалăхсен руководителĕсене канăçсăрлантарать, мĕншĕн тесен ял хуçалăх ĕçĕсем халĕ пур çĕрте те тенĕ пекех чаплах мар. Чи малтанах акма юрăхлă вăрлăх, юсавлă техника, кадрсем çитменни ура хурать. Халĕ çĕр çыннин пурин те пĕр тĕллев: çур акине вăхăтра, агротехника требованийĕсене пăхăнса пурнăçласа хăварасси. Пĕр гектар лаптăк та сухаланмасăр, акăнмасăр ан юлтăр тесен тăрипе пĕрле тăрса шăпчăкпа çывăрмалла", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров "Чувашхлебопродукт" патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕпе В.Вязовпа райадминистрацин ларусен залĕнче иртнĕ ĕçлĕ тĕл пулура. Кунта районти пур хуçалăхсен руководителĕсем те пуçтарăннă. Вĕсен калаçăвĕнчен çурхи шутлă кунсен кашни сехечĕпе туллин усă курса юлассишĕн пăшăрханни палăрчĕ. Пурне те паллă ĕнтĕ, халĕ чылай хуçалăхсене айккинчен кам та пулин пулăшмасăр çур акине ирттерме çав тери йывăр. Çак тĕллевпе иртрĕ те ĕнтĕ ĕçлĕ тĕл пулу. В. Вязов чи малтанах хăйсен тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Республикăри районсемпе хăйсем мĕнлерех тачă çыхăнса ĕçлени çинчен каларĕ. "Чăвашсем мĕн ĕлĕкренех пĕр-пĕрне йывăр вăхăтра пулăшнă. Нимелле ĕçленĕ. Çак йăла халĕ те ăруран-ăрăва тăсăлать. "Чувашхлебопродукт" предприяти ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене 2004 çулта 26000 пин тенкĕлĕх пулăшнă. Çав шутра сирĕн районти "Вознесенское", "Шигали", "Яниковское", "Кинчерское" хуçалăхсемпе "Тегешево" агрофирмăна 1700 пин тенкĕлĕх. Вĕсенчен Шăхальсемпе Тикашсем кăна парăмĕсене парса татнă. "Шигали" хуçалăх тырă сутассипе те аван ĕçлет. Районĕпе 1300 тонна тырă сутнă пулсан, вĕсенчен 800 тонни - Шăхальсен. Эпир районсенчи хуçалăхсене çурхи тата кĕрхи ĕçсене пурнăçлама яланах пулăшнă, малашне те çаплах пулĕ. Тавар кредичĕсем пама "Шигали", "Вознесенское" хуçалăхсемпе "Арабоси" агрофирмăна палăртса хунă. Ыттисен те, парăмсене вăхăтра тỹлесе татсан, пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлеме майсем тупма тăрăшмалла, вара тин ĕçсем ăнса пырас шанчăк пулĕ. Эпир пурте пĕр ĕçе пурнăçлатпăр. Пирĕн пĕр-пĕрне ăнланмалла", - терĕ В.Вязов. Хуçалăхсен руководителĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç.

Тĕл пулăва хутшăннисем иртнĕ çул хăш хуçалăх мĕнлерех ĕçлесе пынине сỹтсе яврĕç. Çитменлĕхсене пĕр-пĕрне куçранах каларĕç. Малашнехи ĕçри чăрмавсене пĕтерсе ял хуçалăхне аталантармалли майсене шырамалли пирки чарăнса тăчĕç. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ В.Нестеров çуллахи вăхăтра ачасене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси тата ял хуçалăхĕнче ĕçлеме трактористсем, бухгалтерсем вĕрентсе хатĕрлеме пуласси пирки пĕлтерчĕ.

Юлашкинчен райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ. Çур акине ăнăçлă вĕçлесси хамăртан çеç килнине аса илтерчĕ. "Çурхи пĕр кун - çулталăклăх", - терĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



23 марта 2005
00:00
Поделиться