Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Эпĕ - Раççей гражданинĕ

о Парксемпе садсем ешерччĕр

Эпĕ - Раççей гражданинĕ

Çынна çут çанталăк ăс-тăн панă. Анчах та вĕсенчен чылайăшĕ çут çанталăкăн, тавралăхăн малашлăхĕ çинчен вуçех те шутламасть. Паянхи кунпа пурăнаççĕ тесе каласан та йăнăш пулмасть пулĕ. Пĕтĕм ăпăр-тапăра урама, парксене тухса пăрахаççĕ, тавралăхăн илемне пĕтереççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхе те урама кăларса яраççĕ, вĕсем вара ешерекен симĕс курăка таптаççĕ, йĕркеллĕн ỹсме памаççĕ. Çыннисем те тавралăха сиен кỹреççĕ. Йывăçсене те хуçма именмеççĕ, симĕс курăк тăрăх машинăпа çỹреççĕ. Малашлăх çинчен пĕртте шухăшламаççĕ, мĕн пуласси вĕсене хумхантармасть. Мĕнлерех пулĕ çут çанталăк малашне? Ку ыйту пурне те хумхантармалла пек. Анчах та çук. Урамсенче йĕри-тавра çỹп-çап, хут таткисемпе целофан хутаçĕсем. Ирĕксĕрех çут çанталăк илемĕ пĕтет. Нумайăшĕ ăна çăлас пирки, тен, шухăшлатех пулĕ. Анчах та ун пеккисем питĕ сахал. Акă илер-ха пĕр тĕслĕх. Поселокра чукун çул хĕрринче ача-пăча паркĕ пур. Ку парк 1918 çулта никĕсленнĕ. Граждан вăрçинче вилнĕ салтаксене асăнса кунта палăк та пур. 1954 çулта паркра пионерсем йывăçсем лартнă, парк варринче аслисем пулăшнипе кỹлĕ чавнă. Пĕчĕк ачасене вылямалли хатĕрсем те нумай пулнă. Паркра таса сывлăш хăй патне илĕртнĕ, çынсем те унта тăтăшах канма, çут çанталăк илемĕпе киленме çỹренĕ.

Халĕ вара паркра çынсем мар, выльăхсем хуçаланаççĕ. Унта та кунта çуп-çап, ăпăр-тапăр. Кỹлли симĕсленсе кайнă, ун çывăхне пыма та май çук, мĕншĕн тесен кỹлĕрен лайăх мар шăршă çапать. Йывăçсем кăна, халăх чунсăрлăхне пăхмасăрах пурăнма тăрăшаççĕ.

Паркăн картине те салатса пĕтернĕ, палăкĕ те ишĕлсе аннăпа пĕрех.

Никамăн чĕри те ыратмасть-ши çак йĕркесĕрлĕхе курсан? Çынсем çав териех чунсăр-ши?

Çак йĕркесĕрлĕхе курса эпир вуннăмĕш класра вĕренекен пилĕк хĕр ача: Света Соколова, Наташа Александрова, Марина Спиридонова, Лена Пуклакова тата эпĕ, Наташа Нарсова ку паркăн малтанхи пĕлтерĕшне çитерес тесе тăрăшатпăр. Чи малтан çак парк пирки экологи проекчĕ турăмăр. Унта ку парк çинчен информаци пухрăмăр. Поселокра пурăнакан çынсемпе калаçрăмăр. Нумайăшĕ вĕсенчен парка йĕркене кĕртмелли шухăшпа килĕшеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Егоровпа тата поселок администрацийĕн пуçлăхĕпе Г.Егоровпа та канашларăмăр. Пурте вĕсем пирĕн шухăшпа килĕшрĕç, хапăл туса кĕтсе илчĕç, анчах та район бюджетĕнче ку парка йĕркелемелĕх укçа çуккине ăнлантарса пачĕç. Ĕненес те килмест... Пуçлăхсене шанмасан кам çине шанмалла? Çавăнпа та эпир пуçлăхсене, пĕтĕм Вăрмар поселокăн халăхне çапла чĕнсе каласшăн. "Тархасшăн çак ĕçе Њпарка йĕркене кĕртессипеЌ йĕркелеме пулăшăр! "Эпĕ _ Раççей гражданинĕ" акцие хутшăнма чĕнетпĕр! Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи çула Чăваш Республикин Президенчĕ "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе çирĕплетнĕ. Çакна шута илсе ку ĕçе пуçăнар. Эпир вара, çамрăксем, унта хаваспах хутшăнăпăр. Ырă ĕçшĕн сире халăх, пулас ăру ырăпа асăнĕ.

Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти 10 "ж" класри шырав ушкăнĕ.



23 марта 2005
00:00
Поделиться