Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Манми çулсем, манми çынсем"

"Манми çулсем, манми çынсем"

Чăвашсем пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле вăрçă çулĕсенче тылра пысăк хастарлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Вĕсем йывăрлăхсенчен хăраса тăман, тăшмана çĕнтерме вăя шеллемесĕр ĕçленĕ, халиччен çын курман çĕнтерỹсем тунă.

Пирĕн район çыннисем те фронтра та, тылра та хăй халăхĕн ятне ямарĕç, ăна вăрçă вучĕ витĕр чыслăн илсе тухрĕç. Вăрçă çавраçилĕ вĕсен пурнăçне тĕппипех тăпăлтарма хăтланчĕ. Вăйпитти арçынсем кашни ялтанах çĕршерĕн-çĕршерĕн вăрçа тухса кайрĕç. Пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе çамрăк ачасем çине тиенчĕ. Хăшĕсем фабрикăсемпе заводсенче, окоп чавнă çĕрте, теприсем вара уй-хирсемпе фермăсенче ырми-канми ĕçлерĕç. Тăшмана тĕп тăвас ĕмĕтпе пурăнчĕç. Фронт валли тырă, аш-какай хатĕрлерĕç, кĕрĕксемпе фуфайкăсем çĕлерĕç, çăматă йăваларĕç, алсиш-нуски çыхрĕç.

Вăрçă çулĕсенче тылра ĕçленĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан хĕрарăмсемпе районти тĕп библиотекăра "Манми çулсем, манми çынсем" ятпа тĕл пулу каçĕ иртрĕ. Ăна Е.Сергеевăпа библиотека ĕçченĕсем ертсе пычĕç.

"Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланиччен эпир çамрăк, хаваслă, вĕри чунлă хĕр ачасем пулнă. Пирĕншĕн, тин кăна çамрăк чĕрере юрату çуралнă хĕрсемшĕн, вăрçă пуçлансан çут тĕнче хăрушшăн курăнса кайрĕ..."  - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Е.Сергеева.

Чăнах та, кунта ларакан хĕрарăмсем вăрçă пуçланнă вăхăтра тин çеç шкул вĕренсе пĕтернĕ, пысăк ĕмĕтсемпе пурăннă. Анчах хаяр вăрçă пурнăçа тепĕр май çавăрчĕ. "Ман ачалăх чечеклĕ пулмарĕ" тата "Салтак арăмĕ" сăвăсем пуринне те чунне пырса тиврĕç, хĕрарăмсем куççулĕсене пытараймарĕç, вĕсен çамрăк чухнехи телейсĕр пурнăçĕ куç умне тухрĕ.

Кунта пуçтарăннă салтак арăмĕсенчен чи асли Елена Павловна Егорова пулчĕ. Вăл 7 ача пăхса ỹстернĕ. Вăрçă çулĕсене, тантăшĕсене, фронта пулăшса пĕр канми ĕçленине аса илчĕ вăл, "...епле чăтса ирттернĕ-ши?" - тесе вĕçлерĕ хăй калаçăвне.

Ырă малашлăха шанса пурăннă хĕрарăмсем. Йывăр ĕçре çан-çурăм сурнине, ал-урасем татăлса ỹкес пек ыратнине манса çĕрĕн-кунĕн ĕçленĕ, пĕчĕк ачисене те пăхнă. Часрах вăрçă чарăнасса, мăшăрĕсем, ывăлĕсем, савнийĕсем киле таврăнасса кĕтнĕ.

Чылайччен пĕр-пĕринпе калаçса ларчĕç хĕрарăмсем. Ф.Васильева, К.Никифорова, А.Ильина, Е.Шишкина тата ыттисем те çĕнтерĕве шанса, пуласлăхшăн тăрăшса ĕçлени пирки каласа пачĕç.

Паттăр хĕрарăмсене саламлама тĕл пулу каçне поселок администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Егоров тата ветерансен совечĕн председателĕ Р.Васильева хутшăнчĕç, тав сăмахĕсем каларĕç.

Чулкас шкулĕнчи учительсен коллективĕн фольклор тата çав шкулти ачасен "Парне-сарне" фольклор ушкăнĕсем Њхудожествăлла пултарулăх руководителĕ В.АнтоновЌ тĕл пулăва хутшăнса уява татах та илемлетрĕç, хăйсен юрри-ташшисемпе асаннесемпе кукамайсене савăнтарчĕç. Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнче Çĕнтерỹ кунне халалланă 1996 çулхи демонстрацие те видеопа курчĕç. Çак ăшă та кăмăллă тĕл пулăва йĕркеленĕшĕн хĕрарăмсем чĕререн тав турĕç. "Сывлăхпа çỹрĕр, Çĕнтерỹ 60 çул çитнине пĕрле кĕтсе илĕпĕр", - терĕç пĕр-пĕрне.

Э. ДЕМЬЯНОВА,

районти тĕп библиотекăн

пай пуçлăхĕ.



23 марта 2005
00:00
Поделиться