Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мухтав орденĕн кавалерĕ

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Мухтав орденĕн кавалерĕ

Тĕнчери мĕн пур прогрессивлă этемлĕх Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине чаплăн паллă тума хатĕрленет.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пирĕн район çыннисем те кар тăрса çĕкленнĕ, хăюлăхпа паттăрлăх, чăтăмлăх кăтартнă. Вĕсен хушшинче Саруйĕнче çуралса ỹснĕ, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕн Павел Порфирьевич Порфирьевăн паттăрлăхне уйрăмах палăртмалла. Унăн фронтри паттăрлăхĕ ỹсекен çамрăк ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парас енĕпе пысăк вырăн йышăнать.

Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти Çар Мухтавĕн музейĕнче янташăн вăрçăри кун-çулĕпе тĕплĕн паллашма пулать. Пултаруллă янташпа шкул ачисем туслă çыхăну тытнă. 1996 çулта, оборонăллă-массăллă уйăхлăх вăхăтĕнче, похода йĕлтĕрпе тухса, унăн килĕнче пултăмăр. П.Порфирьевăн ывăлĕ Анатолий Павлович шкул музейне К.Симоновăн "Шел солдат" кĕнекине парнелерĕ. Кĕнеке авторĕ П.Порфирьева тав туса çырни те пур. Похода тухнă ачасем Павел Порфирьевич пурăннă çурт умĕнчи калаçура ун пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлчĕç, анчах вăл пурăннă çурт çинче Асăну хăми пулманни пăшăрхантарчĕ. Чăн-чăн геройăн мухтавлă та паттăр ĕçне хакласа тата яланах асра тытса шкул мастерскойĕнче Асăну хăми илемлетсе касса çыртăмăр. Çурт çине: "Здесь проживал полный кавалер орденов Славы, участник Парада Победы 24 июня 1945 г. Порфирьев Павел Порфирьевич, 1913-1992 г.г." - тесе çырнă Асăну хăми вырнаçтарчĕç.

Павел Порфирьевич шкул ачисем патне çỹресе вĕсене хăй вăрçă хирĕсенче Мускав патĕнчен пуçласа Курск, Украина çеçен-хирĕсем урлă тата Белоруссипе Балтика тăрăхĕнчи шурлăхсемпе вăрмансем витĕр тухса Прусси таран разведчик пулса çапăçни, çулсем вăрăм та çăмăл мар пулни тата çартан таврăннă чухне Верховнăй Главнокомандующи приказĕ тăрăх хăйне вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн темиçе хутчен тав тунисем çинчен _ унтан Белград, Харьков, Знаменск, Кировоград, Умань, Минск, Вильнюс тата ытти хуласемпе ялсене ирĕке кăларнăшăн, Корсунь-Шевченковски патĕнче тăшмана çавăрса илсе аркатнăшăн, Шауляй хулин Кăнтăр Хĕвелтухăç енчен тăшманăн оборонине татса кĕнĕшĕн, Хĕвелтухăç Пруссин чылай хулисене илнĕшĕн, Данциг бухти патĕнче Балтика тинĕсĕн çыранне тухнăшăн тав тунисене, темиçе хутчен те вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулса тăван киле сывах таврăнни çинчен каласа паратчĕ.

"Хама халĕ те стройри пекех туятăп. Нихăçан та манас çук Çĕнтерỹ парадĕнче пулнине. Паянхи пекех астăватăп, июнĕн 24-мĕшĕнче, хĕвеллĕ ăшă кун, Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсемпе пĕрле Мускавра Хĕрлĕ площадьпе хамăрăн Тăван çĕр-шывшăн савăнса эпĕ те хаваслăн утса пытăм", тетчĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветеран.

Аслă Отечественнăй вăрçă фрончĕсенче паттăрлăх кăтартнăшăн Мухтав орденĕсен виçĕ степеньне те илнĕ çын районта урăх çук. Павел Порфирьевич çавăн пекех Отечественнăй вăрçăн II степень, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем, "Паттăрлăхшăн" икĕ медаль, "Мускава хỹтĕленĕшĕн", "Кенигсберга илнĕшĕн" тата ытти медальсене те илме тивĕç пулнă.

Мухтавлă янташăн паттăрлăхĕ çинчен 1998 çулхи июнь уйăхĕнче "Хĕрлĕ ялав" хаçатра районти тĕп библиотекăн библиотекарĕ Р.Иванова çырса кăтартнăччĕ. Вăл çакна палăртать: вăрçă вăхăтĕнче тухса тăнă "За отвагу" хаçатра мухтавлă Хĕрлĕ Çар салтакĕ ятлă статья пичетленнĕ. Унта çапла çырнă йĕркесем пур:

- Вăл Мускава хỹтĕленĕ, Прохоровка патĕнче çапăçнă, Харькова ирĕке кăларнă, Днепр урлă каçса, Кировограда ирĕклĕх кỹнĕ. Хăйĕн салтак хулпуççийĕ çинче Тăван çĕр-шыв валли ирĕклĕхпе Çĕнтерỹ çĕклесе пынă. Белорусси тав тăвать, Балтика таврашĕнчи халăхсем ырăпа асăнаççĕ. Хыçра - Прохоровка патĕнчи историллĕ çапăçу, умра  - Берлин! Çапла вăл - Павел Порфирьевич старшинан çĕнтерỹллĕ вăрçă çулĕ. Сăн ỹкерчĕкĕ асне: "Виçĕ Мухтав орденĕн кавалерĕ, Мускавра пулса иртнĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăннă, иккĕмĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем тата пилĕк медаль илме тивĕçлĕ пулнă салтак", - тесе çырса хунă.

Вăрăм та çăмăл мар пулнă Порфирьев разведчикăн вăрçă çулĕ. Çухрăм хыççăн çухрăм, окопсемпе блиндажсем, пĕчĕк тытăçусемпе çапăçусем. Вилĕм ăна çỹл тỹперен те хăваланă, тупă кĕпçинчен тухса хуса çитме хатĕр тăнă, минăланă уйсенче кĕтсе выртнă, пулеметсемпе автоматсенчен ăна хирĕç вĕçсе тухнă: шăхăрнă, уланă, кĕрĕслетсе сикнĕ.

Паттăр салтак вăрçă хыççăн каллех колхоз председателĕнче вăй хурать. Унтан çирĕм çул ытла лесникре ĕçлет. Кайри улăхра, Сакнер, Çĕленçут, Савтинке çырмисенче вуншар гектар вăрман лартса ỹстернĕ. Халĕ пăхатăн та вĕсене чăннипех чĕрĕ палăксем, тесе калас килет... Çĕнтерỹ палăкĕсем. Ялан ешертĕр, чечеклентĕр тăван çĕр. Çĕр-шывăн кашни кĕтесĕнче чĕрĕ палăксем çеç пулччăр.

Кăçалхи июнĕн 13-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă янташ, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Павел Порфирьевич Порфирьев пурăннă пулсан 92 çул тултарнă пулĕччĕ.

Мухтавлă разведчикăн паттăрлăхĕ ỹсекен çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма, унăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хастар кĕрешме хатĕр тăма воспитани парас енĕпе уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн çутă сăнарĕ, вăрçăри паттăрлăхĕ ял-йышсен, район çыннисен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

И. КРИКОВ,

Энĕшпуçĕнчи вăтам

шкул учителĕ.



23 марта 2005
00:00
Поделиться