Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăй-хăват хушать

о Президент Çырăвĕпе паллашнă хыççăн

Вăй-хăват хушать

"Ăс-тăн енчен пуян çыншăн çеç малалла çул уçă. Пысăк культура çине таянмасăр чăн гражданин _ патриот, ĕçлекен, çемьешĕн тăрăшакан, пултаруллă тата çитĕнỹ тăвакан çын çитĕнтерме çук", - тесе палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура. Ку вара пирĕн ĕçе тỹрремĕнех пырса тивет. Халăха пĕлỹ парас ĕçри çитĕнỹсем вĕрентекенсенчен нумай килет. Вĕсен ачасене пурнăç çине çĕнĕлле пăхма, ăс-тăн пултарулăхĕ тата ĕç патне туртăнма пĕчĕклех вĕрентмелле, хăнăхтармалла. Педагог ачана хăй предмечĕпе кăна пĕлỹ пани çителĕксĕр. Унра вăл хăйĕн пĕлĕвне пĕрмаях ỹстерессишĕн ăнтăлакан тата ĕçлес тесе тăрăшакан туйăм çураттăр. Пĕлỹшĕн çунакан ачасене хаклама, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнма пĕлмелле. Лайăх тата квалификациллĕ ĕçлеме кашни педагогăн нумай пĕлмелле тата пултармалла. Вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли опытпа тăтăшах паллашмалла.

Шкулсенчи ачасен пĕлỹ шайĕ лайăхланнине аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсен хисепĕ ỹсни те çирĕплетсе парать. Иртнĕ çулхи выпускниксенчен 74,6 проценчĕ аслă тата ятарлă пĕлỹ паракан заведенисене вĕренме кĕме пултарчĕç. Çакă вĕрентỹ пахалăхĕ хăпарни çинчен, çамрăк ăрун социаллă сăн-сăпачĕ улшăнни, сывă пурнăç йĕркеленни çинчен калать. Эпир Чăваш Президенчĕ Н.Федоров вĕрентỹ çинчен каланисене пурнăçа кĕртсе пырассишĕн çине тăрса ĕçлетпĕр. Пире вăл ĕçре хавхалантарать, вăй-хăват хушать.

Е. НИКОЛАЕВА,

районти вĕрентỹ пайĕн специалисчĕ.



23 марта 2005
00:00
Поделиться