Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсен ячĕ ĕмĕр сỹнми

о Никама та манман, нимĕн те манăçа тухман

Вĕсен ячĕ ĕмĕр сỹнми

1941-1945 çулсем пирки калаçу пуçарсан пурин умне те хаяр вăрçă куç умне тухса тăрать пулĕ. "Çав çулсен çухалмĕ чапĕ" тетпĕр. Çак чапа вара мĕнлерех асаппа çĕнсе илме пултарнине çамрăксем аслисем каласа панинчен, тĕрлĕрен кинофильмсенчен, вăрçă вут-хĕмĕ çинчен çырнă кĕнекесене вуласа пĕлеççĕ. Тăван халăхăн калама çук пысăк паттăрлăхĕ, чăтăмлăхĕ палăрчĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче. 18 çула çитнĕ каччăсемпе хĕрсенне вара ку вăрçă çамрăклăхăн хаваслă вăхăтне туртса илнĕ. Вăйă-кулăра савăнмалла чухне алла хĕç-пăшал тытса Тăван-çĕршыва хỹтĕленĕ. Тылра та фронтри пурнăçпа тан пынă. Вăйпитти арçынсем вăрçа тухса кайсан, хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем, туя тытнă ватăсем вĕсем вырăнне тăрса ĕçленĕ. Пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем те айккинче юлман. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă ĕçчен халăх. Фронта та пулăшнă, тылра та пуçа усман. Пирĕн районтан çак ирсĕр вăрçа 6890 çын тухса кайнă, 4131-шĕ таврăнайман, çĕнтерỹ кунне кĕтсе илеймен. Кĕçех унтанпа 60 çул çитет. Çак вăхăтра йывăр сурансене чăтаймасăр та чылайăшĕ пурнăçран уйрăлчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тата тылра ырми-канми тăрăшнă ветерансене пысăк уяв умĕн "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăри Çĕнтерĕвĕн 60 çулĕ" юбилей медалĕсемпе чыслаççĕ. Ку медальсем районти чылай ялсенче хăйсен хуçисене тупрĕç те ĕнтĕ. Медале вăрçа хутшăннисене тата вăл вăхăтра службăра пулнисене, çавăн пекех тылра ĕçленĕшĕн медальсемпе орденсем илнисене, вăрçă çулĕсенче 6 уйăхран кая мар ĕçленисене параççĕ. Çак çулсенче ĕçленине çирĕплетекен документ кирлĕ. Тен кам та пулин, асăрхамасăр е тĕрлĕ сăлтавсене пула тăрса юлма пултарнă. Çĕнтерỹ медалĕн хуçисене тупмаллах. Вĕсен ĕмĕр сỹнми паттăрлăхне хакламаллах.

Л. ГОЛУБЕВА,

район администрацийĕн

пуçлăхĕн заместителĕ.



23 марта 2005
00:00
Поделиться