Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял халăхĕ кăмăллă

о Тĕл пулу

Ял халăхĕ кăмăллă

Пинер ял администрацийĕн территорине кĕрекен Вăтакас ялĕнче пурăнакансемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, ытти яваплă ĕçченĕсемпе специалисчĕсем тĕл пулчĕç. Ялĕ пысăках мар пулин те халăх нумай пуçтарăннă. Пурин те район хыпарĕсене пĕлес килет-çке. Ял халăхĕпе те тĕл пулса калаçни аван.

Пухăва ял администрацийĕн пуçлăхĕ О.Иванов уçрĕ, кĕскен иртнĕ çул ялсенче мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров районта пулса иртекен ĕçсем çинчен каларĕ. Вăл ытларах ял хуçалăхне аталантарас пирки чарăнса тăчĕ. Çур акине кĕске вăхăтра та пахалăхлă ирттерме ăнăçусем сунчĕ. Пуçтарăннă халăха ытти яваплă специалистсем те хăйсен ĕçĕ енĕпе тĕплĕн ăнлантарчĕç.

Вăрçă çулĕсенче ырми-канми тăрăшнă çынсене Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕсем парса чысларĕç.

Т. НИМАКОВА,

обществăлла корреспондент.

Вăтакас ялĕ.



23 марта 2005
00:00
Поделиться