Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕннине пĕлни кивелмест

о Çур аки умĕн

Çĕннине пĕлни кивелмест

Ĕçлесе тупăш илесех тесе тăрăшакансен пĕр пушă вăхăт та çук. Çурхи кунсем çывхарнă май - пушшех те. Акă "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче кашни эрнерех çур акине тухас умĕн тĕрлĕ енлĕ вĕренỹсем ирттереççĕ. Иртнĕ эрнере экономика енĕпе, халĕ тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессипе чылайччен калаçрĕç хуçалăхри специалистсемпе ĕçченсем. Вĕсен вĕренĕвне район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕнче вăй хуракан специалистсем те хутшăнчĕç.

Занятире чи малтанах кайăк-кĕшĕк фабрикин тĕп агрономĕ В.Нарзаев хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унăн калаçăвĕнчен техникăн 84 проценчĕ çур акине тухма хатĕр. Çитес кунсенчех ял хуçалăх машинисене хатĕрлесе çитермелле. Çур акине сỹрелекен 4 агрегат, культиваци тăваканни 5, виçĕ сеялкăлли пĕрре, пĕр сеялкăлли 4 хутшăнмалла. Вĕсемпе ĕçлеме кадрсем çитеççĕ. В.Нарзаев çур аки ирттерме хатĕрленĕ планпа паллаштарчĕ. Çитменлĕхсене кĕске вăхăтра пĕтермелли çинчен аса илтерчĕ.

Ỹсен-тăрансене хурт-кăпшанкăсенчен сыхлас енĕпе ĕçлекен станцин районти начальникĕ С.Семенов вăрлăхсене акиччен мĕнле препаратсемпе имçамламаллипе, çум курăксемпе кĕрешмелли меслетсемпе паллаштарчĕ.

Районти вăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Л.Захарова хуçалăхра акма юрăхлă вăрлăхсемпе аван ĕçлесе пыни çинчен чарăнса тăчĕ, татах та тăрăшарах ĕçлесен тухăç пысăк пулассине каларĕ.

Ку хуçалăхра вăй хуракансем чăнахах та пур енĕпе те яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Кăçал вĕсем 45 тонна урпан çĕнĕ "Анабель" сортне илсе килнĕ. Вăл сăра тунă çĕрте усă курма питĕ аван. 60 тонна хутăш удобрени хатĕр кунта, татах та туянасшăн.

Хуçалăха ертсе пыраканĕ те, специалисчĕсем те ĕçшĕн тăрăшакансем. Ахальтен мар ĕнтĕ тыр-пул туса илессипе икĕ çул районта малтисен шутĕнче пыраççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене те акса лартса ỹстереççĕ. Кĕскен каласан, агротехника требованийĕсене тĕплĕн пурнăçласа пыраççĕ. Юлашкинчен фабрика директорĕ Н.Петров çур акине ăнăçлă ирттерессишĕн пурне те çанна тавăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Вĕренсе çĕннине пĕлни нихăçан та кивелмест.

Н. НИКОЛАЕВ,

райадминистрацин

ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ.



26 марта 2005
00:00
Поделиться