Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ан ỹркен

о Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашнă хыççăн

Ан ỹркен

"Экономика ỹсĕмĕн тата халăхăн пурнăç шайĕн лайăхланăвĕн тĕп факторĕ вăл  - эпир общество инфраструктурине аталантарас енĕпе тытса пыракан политика",  - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Чăвашри халăх пурăнакан вырăнсене çут çанталăк газĕ илсе çитересси пысăк хăвăртлăхпа пулса пычĕ. Пирĕн районта та çак тĕллеве тытса пырса 50 яллă вырăнтан 42-шĕнче "кăвак çулăмпа" ăшăнаççĕ. Ыттисене "Спецмонтажгаз" ĕçченĕсем хăйсен яваплăхне тивĕçлипе пурнăçламаннине пула газ çитерсе ĕçе вĕçлеме май килмерĕ. Çавна пулах Пĕчĕк Енккасси, Аслă Чак, Шăхаль, Тупах ялĕсене газ илсе çитереймерĕмĕр. Кĕлкеш ялĕнче газ валеçекен пĕр пунктне хута ятăмăр, теприне - май килмерĕ-ха. "Цивилизаци _ газ тата лайăх çулсем", - тесе палăртнă республика Президенчĕ. Апла пулсан, эпир ĕçлекен ĕç вăл халăха цивилизаци еннелле туртăнма пулăшать те ĕнтĕ. Кил-çурт ăшă пулсан - вăл илемлĕ. Ĕлĕкхи çынсем калашле - "хĕрт-суртлă". Газ кĕртес текенсене патшалăх çăмăллатнă кредит та парать. Çỹлтен пăрахса парасса кĕтсе ларакансене мар паллах. Пĕтĕм вăйне парса ĕçлекен граждансене. Ĕçле кăна - ан ỹркен. Çакна чăваш Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура питĕ лайăх кăтартса панă.

А. ВАСИЛЬЕВ,

"Урмарыгаз"

филиал директорĕ.



26 марта 2005
00:00
Поделиться