Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йышпа савăнчĕç

о Ыран - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ

Йышпа савăнчĕç

Çĕнĕ Вĕренер ялĕ пĕчĕк пулсан та ялти культура çуртĕнче тĕрлĕрен мероприятисем ирттерме тăрăшаççĕ. Культура çурчĕпе ялти пуçламăш шкул пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Пуçламăш шкул учительници Эллада Ивановна Николаева пуçарнипе шкул ачисем пукане театрĕ йĕркелерĕç.

Шкул ачисем ялти культура çурчĕн сцени çинче "Йăва" юмаха ăста лартса пачĕç. 1 класра вĕренекен Настя Иванова "Йăва" рольне артист пекех вылярĕ.

Асламăшĕсемпе аслашшĕсем, амăшĕсемпе ашшĕсем çакăн пек пултаруллă вылякан ачасемшĕн, мăнукĕсемшĕн çав тери хĕпĕртерĕç, юмаха чунтан савăнса курса ларчĕç.

Ун хыççăн сцена çинче ачасен амăшĕсем, ашшĕсем Ефим Никитин çырнă "Хаврук инке чирленĕ" ятлă камит кăтартрĕç. Вылякансем хушшинче Тикашри çыхăну уйрăмĕн почтальонки А.Иванова Хаврук инке рольне тăрăшса вылярĕ. Мĕтри рольне А.Яковлев - çыхăнăвăн Вăрмарти линипе техника цехĕн ĕçченĕ, Мирун рольне А.Петров - Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн педиатри уйрăмĕн выпускникĕ, бригадир - Н.Васильева - сутуçă-предприниматель, Варвари - Е.Максимова - культура çурчĕн директорĕ тăрăшса выляса халăха савăнтарчĕç.

А. ПАВЛОВА,

ялти хĕрарăмсен совечĕн

председателĕ.

Çĕнĕ Вĕренер ялĕ.



26 марта 2005
00:00
Поделиться