Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Такăр çулпа çỹреме лайăх

о Династии

Такăр çулпа çỹреме лайăх

Сарлака уй-хирте трактор шавĕ кĕр-кĕрлет те хура пусă касси выртса юлать. Ун çийĕн кайăксем кĕтĕвĕпех кĕшĕлтетсе чĕвĕлтетеççĕ.

Çак самант ялта ỹснĕ кашни çыннăнах асра юлнă пулĕ. Çĕнĕ Мăнтăрти Леонид Егорович Егоровăн ку нихăçан та асран тухмасть, мĕншĕн тесен вăл мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ. Ашшĕ вăрçа тухса кайсан, 4 ачапа тăрса юлнă амăшне пулăшма тивнĕ çамрăк ачан. Вăрçă çулĕсенчи хĕн-асап, хуйхи нихăçан та асран тухмасть. "Атте вăрçăра аманнă хыççăн сывалма тесе кĕске отпуска киле таврăнсан мĕн тери савăннăччĕ. Вăл килте чух "Вăрçăра вилнĕ" тесе хут килчĕ. Юрать-ха вăл килте пулнă. Тепĕр хут фронта тухса кайсан вара пуçĕпех пĕтрĕ, таврăнаймарĕ", - тет Леонид Егорович çав çулсене аса илсен.

Вăрçă чарăнсан Леонид 2 çул кĕтỹ кĕтнĕ, унтан конюхра вăй хунă. Каярахпа, 1948 çулта, район центрĕнчи МТСра трактористсен виçĕ уйăхлăх курсĕнчен вĕренсе тухать. Тракторпа çỹреме ирĕк паракан хута илсен ялти И.Ямщиков трактористпа пĕрле ĕçлет. 1950 çулта салтак ячĕ тухсан, тăванĕсемпе сывпуллашса тухса каять. Малтанах Латвине лекет, унтан Литвана куçараççĕ. Связиста вĕренсе тухсан Калининград облаçĕнчи тĕрлĕ хуласенче пулать. 3 çул ытла салтакра пулнă хыççăн тăван яла таврăнса каллех тракторпа ĕçлеме тытăнать. Мĕн чухлĕ суха туман-ши, мĕн тĕрлĕ ĕç пурнăçламан-ши вăл? Ĕçпе пĕрле юрату та килет унăн пурнăçне. 1957 çулта хăйсен ялĕнчи хĕрпе, Галина Ивановнăпа, пĕрлешет çамрăк каччă. Çамрăк çемье, таса уя çурт вырăнĕ илсе, йăва çавăрать. Арăмĕ те хăй пекех ĕçчен те вашават унăн. Виçĕ ача çуратса пăхса ỹстереççĕ. Икĕ ывăл та пĕр хĕр. Çемьеллĕ пулсан та Леонид Егорович Канаша кайса шофера вĕренет, унтан хуçалăхра тăрăшать. Каярахпа 20 çул комбайнпа ĕçлет. Леонид Егоровичăн пенсие тухиччен фермăра та, тимĕрçĕре те ĕçлеме тỹр килнĕ. Уншăн ăна Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Ỹркенмест харсăр çын, тăрăшать. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçе юратса ỹсеççĕ. Аслă ывăлĕ, Николай, Чупай шкулĕнче 10 класс вĕренсе пĕтерсен ялта тракторпа ĕçлет. Унтан салтака кайса, прапорщике вĕренет те службăна унтах юлать. 8 çул ытла пурăнать вăл ют çĕрте. Каярахпа яла килсе тĕпленеççĕ. Икĕ ывăл çитĕнтереççĕ арăмĕпе иккĕшĕ. Ывăлĕсем те техникăна кăмăллаççĕ. Дмитрийпе Евгений иккĕшĕ те Шупашкарти пĕр предприятинче водитель пулса ĕçлеççĕ.

Егоровсен иккĕмĕш ывăлĕ Георгий Сызраньти профтехучилищĕрен вĕренсе тепловозпа çỹрет. Салтакран таврăнсан Шупашкара тухса кайнă та паянхи кунчченех унта тепловоза чуптарать. Вĕсен икĕ хĕр, иккĕшĕ те чăваш патшалăх университетĕнче вĕренеççĕ.

Роза ятлă хĕрĕ медицинăна килĕштернĕ. Зеленодольск хулинчен вĕренсе тухса диплом илнĕ кунранпах медицина сестринче вăй хурать. Çемйипе Чупай ялĕнче пурăнаççĕ. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ.

Леонид Егоровичпа Галина Ивановнан савăнмалăх ачисемпе мăнукĕсем çителĕклех. Ашшĕн ĕçне те малалла тăсаççĕ, водительсем пулнă май такăр çула юратаççĕ. Хисеплеççĕ ку çемьере пĕр-пĕрне.

А. НИКОЛАЕВА.



26 марта 2005
00:00
Поделиться