Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Виç кĕтеслĕ çырусем

о Аслă Çĕнтерĕве _ 60 çул

Виç кĕтеслĕ çырусем

Манăн атте, Аслă Чакра пурăннă Павел Семенович Ухин, Аслă Отечественнăй вăрçăн хăрушă та йывăр çулне мĕн вĕçне çитичченех хăюллăн та паттăррăн утса тухнă. Çакна вăрçăри çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланине çирĕплетекен орден кĕнеки, хăй фронта тухса кайнинчен пуçласа вăрçă чарăнсан киле хăçан таврăнни çинчен тĕплĕн çырса пынă кун кĕнеки /дневник/ те лайăх çирĕплетсе параççĕ.

"1942 çулхи майăн 10-мĕшĕнче повестка илсенех, К.Маркс ячĕллĕ колхоз председателĕн должноçне хăварса, районти çар комиссариатне çитрĕм", - тесе çырнă вăл кун кĕнекинче.

Тепĕр виçĕ кунтанах Саранскри çар пехота училищин курсанчĕ пулса тăни, унтан стрелоксен батальонĕн 11-мĕш ротипе вăрманти лагерьте пулни, октябрĕн 30-мĕшĕнче вĕсене фронта яни çинчен çырса кăтартнă.

"Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Саратов облаçĕнчи Балашов хулине çитрĕмĕр. 195-мĕш стрелоксен дивизийĕн 564-мĕш полкăн 1-мĕш ротăн иккĕмĕш отделени командирĕ турĕç, сержант звани пачĕç", кун кĕнекинчен.

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче вĕсен дивизине Дон юхан-шывĕн сулахай çыранĕнче оборона йышăнма приказ параççĕ.

"Декабрĕн 2-мĕшĕнчен манăн отделенинчи икĕ боеца амантрĕç", каллех çырнă вăл.

Атте çапла çырать: "Декабрĕн 26-мĕшĕнче, 11 сехет тĕлнелле, наступление куçнă чухне амантрĕç".

Çавăн чухне пирĕн аттепе пĕрле çапăçăва хамăр ял çынни - Михаил Николаевич Никитин та кĕнĕ. Вĕсем Саранскри çар пехота училищинче пĕрле вĕреннĕ пулнă. Аттене, аманнă пирки, вăрçă хирĕнчен илсе тухнă. Ытти салтаксем тăшмана хăваланă. Анчах та нимĕçсем вĕсене çавăрса илнĕ те нумайăшне пĕтернĕ. М.Никитин вара, сывă юлнисемпе, тыткăна лекнĕ. Нимĕç концлагерĕсенче асапланма тивнĕ унăн. Киле таврăнсан çавăн пирки нумай каласа паратчĕ. Вăрçă ветеранĕ М.Никитин пĕлтĕр çĕре кĕчĕ.

5358-мĕш эвакогоспиталь панă справка тăрăх П.Ухин красноармеец госпитальте 1942 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи майăн 13-мĕшĕччен мина ванчăкĕ лекнипе сылтăм куç тата хулпуççи аманнипе сывалнă.

Пирĕн килте атте госпитальтен янă виçкĕтеслĕ çырусем иккĕ упранса юлнă.

Пĕрне суранĕсем тỹрленме пуçласан çырнă: "Эпĕ халĕ сывă пурăнатăп. Сылтăм куçа кăштах çутă кĕчĕ, алă та ыратма чарăннă, тỹрленессе кĕтетĕп. Çырăва хам алăпах çыртăм. Декабрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа эпĕ госпитальте выртатăп. Апат начар мар çитереççĕ, анчах çителĕксĕр. Укçа çук. Сирĕнтен ыйтас, перевод çитиччен мана урăх вырăна куçараççĕ, Çĕпĕр еннелле, тесе пĕлтерчĕç. Тен, Вăрмар станцийĕ урлă каятпăр. Çак çырăва илсен Вăрмар станцине тухса санитари пуйăсне пăхкалăр, тен тĕл пулăпăр.

Ну, Серафима (анне ячĕ), сирĕн пурнăç çăмăл пулас çук, çăкăр сахал пулĕ. Çапах та эпĕ пĕлтерсен Вăрмар станцине çăкăр илсе тухăр".

Анчах та аттене Çĕпĕре куçарман. Тамбоври госпитальтех хăварнă. Сывалнă вăхăтра финанс пайĕн начальникĕн помощникĕнче ĕçлесе 257 тенкĕ илнĕ. Атте вăрçăччен Канашри финанс техникумĕнче икĕ çул вĕреннĕ, çавăнпа бухгалтер ĕçне пĕлнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче ялта аттен йăмăкĕ - Христина Семеновна пурăннă. Вăл трахома чирĕнчен сиплекен медицина сестри пулнă тата почтальонра ĕçленĕ. Вăл çапла калатчĕ: "Манăн чи йывăрри çав "похоронка" текен извещенисене фронтовиксен çемйисене, арăмĕсене пырса парасси пулнă. Мĕн чухлĕ хурлăх, куççуль юхатчĕ".

Аттен аппăшĕ Тамбов хулине, атте сывалакан госпитале кайса килнĕ. "Шăрттан илсе кайрăм" тесе каланине астăватăп.

Тепĕр çырăвне мартăн 8-мĕшĕнче çырнă. Киле таврăнас пирки аннене çапла пĕлтерет: "Сан шухăшпа эсир мана киле таврăнасса кĕтетĕр. Эпĕ халь ку суранпа киле часах çитес çук, госпитальтен сывă салтак пулса тухатăп. Алă тỹрленет, малтанхи пекех ĕçлекен пулать. Куç начар курать, 40 процент чухлĕ. Уншăн ямаççĕ".

Сывалнă хыççăн аттене запасри полка янă.

Кун кĕнеки тăрăх атте Воронеж, Курск, Сумск, Полтава, Чернигов, Киев облаçĕсем, Польша, Германи çĕр-шывĕсем витĕр тухнă - фронтри финанс пайĕнче аслă писарь пулнă.

1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче ăна Украина фрончĕн 21-мĕш Çарăн "Смерш" контрразведка уйрăмне делопроизводитель пулма куçараççĕ.

Çак службăра вăл мĕн киле таврăничченех, 1945 çулхи сентябрьчченех пулать. Яла кĕçĕн лейтенант званипе таврăнать.

Малтанах колхозра аслă бухгалтерта вăй хурать, унтан районти финанс пайĕнче налук инспекторĕнче тăрăшулăх кăтартать.

Чăваш Республикин финанс министрĕ А.Сомов 1952 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ "Финанс службин иккĕмĕш рангри кĕçĕн советникĕ" текен удостоворени килте халĕ те упранать.

Аттепе анне сакăр ача çуратса ỹстернĕ. Анчах атте ачисемпе савăнса кураймарĕ, 50 çул тултараймасăрах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Темĕнле йывăр пулсан та, анне тăрăшнипе, пĕр-пĕрне пулăшнипе пурте малтан ятарлă пĕлỹ илтĕмĕр. Улттăшĕ аслă пĕлỹллĕ специалистсем пулса тăтăмăр. Пирĕн çемьере юрист та, учительсемпе экономистсем те, медработник та пур. Халĕ сыввисем пиллĕкĕн пурăнатпăр, тĕрлĕ отрасльсенче вăй хуратпăр.

Г. УХИН.

Вăрмар поселокĕ.



26 марта 2005
00:00
Поделиться