Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Янăратăрччĕ чăваш чĕлхи...

о ЧНК VI Аслă Пухăвĕ

Янăратăрччĕ чăваш чĕлхи...

Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрĕнче конгресăн черетлĕ VI Аслă Пухăвĕ пулчĕ. Унта районтан улттăн хутшăнтăмăр.

Пухăва Наци конгресĕн президенчĕ Г.Архипов уçрĕ, кун йĕркипе, паллаштарчĕ. Пухăннисене тата конгресс ĕçченĕсене президиумра ЧР Президенчĕ Н.Федоров пулни хавхалантарса хăват парса пычĕ. Чăвашсен пысăк çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхĕсене те аса илчĕ Президент.

"Чăваш наци конгресĕ - наципе культурăн автономин форми вăл чăннипе, - терĕ Н.Федоров хăйĕн сăмахĕнче, - манăн пурне те, пур енĕпе те пулăшуçă пулса пыма сĕнес килет. Чăваш наци конгресĕ уйрăм çынна мар, пур халăха, пирĕн халăха, малашлăхшăн, пурнăç ыйтăвĕсене татса памашкăн питĕ кирлĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ, чи илемлĕ курăнса ларакан, чи историллĕ вырăнта ларакан çурта уйăрса патăмăр Чăваш наци конгресне".

Мандат комиссийĕн пуçлăхĕ В.Абрамов (ЧНК вице-президенчĕ) пухăннисемпе паллаштарчĕ. Хуларисемсĕр пуçне тĕрлĕ районсенчен 122 делегат çитнĕ. Унсăр пуçне делегатсемпе хăнасем республика тулашĕнчен, 18 регионтан килнĕ. Вĕсенчен чи йышли - Тутар Республикин делегацийĕ, чикĕ леш енчен вара - Украина, Белорусси, Эстони, Казахстан делегацийĕсем. Çавăн пекех залра Пушкăртстанри, Чĕмпĕр, Тюмень, Самар облаçĕсенчи, Севастополь, Мускав, Санкт-Петербург хулисенчи, Красноярск крайĕнчи тата ытти нумай делегатсем пулчĕç.

Пухура ытларах регионсенчен килнĕ делегаци пуçлăхĕсем тухса калаçрĕç. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене тăратрĕç. Акă, тĕслĕхрен, Пушкăртстан делегачĕ Кушманов чăваш ятарласа "Пур чăваш халăхне аталанма пулăшакан пĕрлĕх программине" çирĕплетсе йышăнма сĕнчĕ. Çакăн пек программăсем еврейсен, нимĕçсен пур, иккен.

Шкулсем пĕтсе пыни пирки те сăмах хускатрĕç пухура. Уйрăмах Самар облаçĕнчи В.Калмыков тухса калаçрĕ çакăн çинчен. "Шкул пĕтсен, ял пĕтет, - терĕ вăл, - вĕренỹ çинче экономика туни питĕ лайăх мар".

Çакăн пирки Н.Федоров Президент акă мĕн хуравларĕ:

"Мана вăйлă политика кирлĕ. Çакăн çинчен эпĕ пĕрре мар, пĕрмаях калатăп. Халĕ тепĕр хут реструктуризаци çинчен ăнлантарса парăп. Паянхи куна сахал комплектлă шкулсенче эпир усăсăр дефицитлă бюджет укçинчен пĕр шкул ачи пуçне 6-10 хут нумайрах укçа тăкатпăр. Çав шкулсем, çитменнине, нумайăшĕ кивĕлле меслетсемпе, кивĕ политика валли тунă çуртсенче ĕçлеççĕ. Ун чухнехи тĕп тĕллев вара - ликбез. Эпир вăл тапхăртан тахçанах иртсе кайнă ĕнтĕ. Пурнăç пĕрмаях малалла аталанать, пĕр вырăнта тăма май та, усси те çук. Унсăрăн пирĕн культурăра тата вĕрентỹ, пĕлỹ шайĕнче пысăк инкек, чăрмав пулать. Хальхи шкулсене реструктуризацилессин тĕп тĕллевĕ - ачасене паянхи куна тивĕçтерекен пĕлỹ тата воспитани парасси. Пĕтĕм тĕнчипе халĕ автоматизаци, компьютеризаци вăй илсе пыраççĕ. Пирĕн чăваш ачин вара пур çĕре кайсан та хăраса, именсе, çĕтсе каймалла мар, тĕнче шайĕпе тан пымалла. Халĕ пирĕн, хăвăрах пĕлетĕр, чăваш ачин ытти регионсене, пысăк хуласене вĕренме кĕрессин шучĕ чылай çỹле çĕкленчĕ. Чăвашсем "çиччĕ виç те пĕрре кас" тесе ахаль каламан. Сăмаха пĕр енлĕ, демагогиллĕ ахаль палкаса-персе яриччен, малтан лайăх шухăшласа пăхмалла. Маншăн Чăваш Республики вăл манăн пĕтĕм пурнăç. Хам мĕн пĕлнине, пултарнине пĕтĕмпех халăхпа, май тупса, тума тăрăшатăп. Малалла ăнăçлă пурнăç тăвас тесен, шухăшласа калаçни, пĕр-пĕрне ăнланни, тĕплĕн ĕçлени кирлĕ. Тепĕр чухне тата чăваш президентне итлени кирлĕ".

Чылай делегатсем тухăçлă ĕçлеме туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни питĕ пахи çинчен пĕлтерчĕç.

Хамăр янташăмăр, ЧНК вице-президенчĕ В.Тимофеев та питĕ кăткăс ыйту тăратрĕ.

ЧНК ытти ĕçченĕсем те нумай тухса калаçрĕç. Конгреса çирĕп команда, çирĕп Устав кирлине палăртрĕç. Президиумăн малалла уйăхра 2 хутчен пуçтарăнмаллине, компьютеризаци, интернет хăвачĕпе усă курнипе пĕрлех авалхи ялсенчи йăла-йĕркесене те аталантармаллине, ялсене тухса çỹремеллине, шкулсен, учительсен, администрацисен ЧНКпа тачă çыхăнса ĕçлемеллине çирĕплетрĕç. Ачасене чăваш несĕлĕсене, йăли-йĕркисене кăтартса ỹстермесен, чăн чăвашла калаçма пĕлмесен, чăвашла ят хумасан, ăçтан-ха чăвашлăха упраса хăварайрăн?

ЧНК пĕрремĕш Аслă Пухăвĕ пулнăрана 12 çул иртрĕ пулин те, тĕллевĕсем çавсемех юлаççĕ.

" Тахçан хăватлă, йышлă халăх паян хăйĕн шăпи-пуласлăхĕ пирки иккĕленсе шухăшлать. Улшăнтăмăр эпир, самана пусăмне тỹсеймерĕмĕр, - пăшăрханать ЧНК президенчĕ Г.Архипов. - Çак ыйтупа патшалăх шайĕнче çав тери пысăк улшăнусем тумасăр, çĕр-çĕр çул пусмăрта пурăннă халăхăн ăс-хакăлне, шухăш-кăмăлне, авалтан пулнă шалти мăнаçлăх туйăмне тавăраймăн. Шанăç пур, паллах, унсăрăн пурăнмастпăр. Унсăрăн эпир тĕнчери пур 6800 чĕлхеллĕ халăхсен хушшинче паян миллионран иртнĕ 300 яхăн халăхсен шутĕнче тăратпăр пулин те, пирĕн малашлăх çук тетпĕр. Тĕнчере халь кашни çул вун-вун чĕлхе çут тĕнчерен çухалать. Ку ыйтупа тĕнче шайĕнче ĕçлекен тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, тепĕр 50-100 çултан çĕр чăмăрĕ çинче 500-600 чĕлхене яхăн çеç юлмалла".

А.Леонтьева, ЧНК вице-президентне, "Хыпар" издательство çурчĕн генеральнăй директорне - тĕп редактора акă мĕн кăсăклантарать:

" Ĕçлес текен сахал, тиркекен, хурлакан, ура хуракан е пушă сăмах калакан - нумай. Чăвашлăх тетпĕр, çак залра ларакансенех илер-ха, çаксенчен 10 % та пулин "Хыпар" е урăх чăваш хаçатне çырăнса илет-ши? Халăх питĕ вырăсланса кайрĕ. Халĕ пур çĕрте те глобализаци текен юхăм вăй илсе пырать".

Ку ыйтăва В.Оринов артист (çамрăксен театрне ертсе пырать) та хускатрĕ:

"Курайманлăха, кĕвĕçлĕхе пĕтерсен тин эпир пулнă, пур, пулатпăр теме юрать вара... Чăвашлăхшăн чăннипех чунтан тăрăшакан мал ĕмĕтлĕ çамрăк артистсене телерадиовещани, хаçат-журнал редакцийĕсен корреспонденчĕсене хавхалантарас, пулăшас ĕçе вăйлатмалла чăн малтан. Вĕсенчен чылайăшĕ - ялтан тухнăскерсем. Ĕç пултăр тесен, ăнăçлă ĕçлес тесен, чăн малтанах вĕсене пурăнмалли хваттер кирлĕ. Ялсенче мĕн чухлĕ информаци, илем, пурнăç чăнлăхĕ, темлерен таçта упранса юлнă йăла-йĕркесем. Мĕн чухлĕ фильмсем ỹкерме, ытти халăха кăтартма, упраса, аталантарса пыма пулать. Мĕншĕн-ха артистсене техникăпа, аппаратурăпа тивĕçтермелле мар? Шухăшсем, идейăсем пирĕн питĕ нумай. Патшалăх енчен пулăшу çитмест. Чăвашсен те фильмсем пулмалла. Ĕçлес, ỹкерес килет пирĕн, аталанас килет. Эпир тỹлевсĕр те ĕçлеме хатĕр".

Юлашкинчен Аслă Пухура ЧНК президентне суйларĕç, ЧНК Уставĕпе Мăн Канаш тата Ваттисен канашĕн шутне çирĕплетрĕç. ЧНК президентне тепĕр тапхăра Г.Архипов юлма тивĕçлине сасăласа çирĕплетрĕç залра ларакансем. Акă, мĕн каларĕ вăл делегатсене:

"Чăвашсен паян пĕр тĕллев пулмалла: авалхи халăхăн çак тарана çитме пултарнă илемлĕ чĕлхине, юррине, культурине паянхи кунсем урлă каçарса çитес ăрусене парасси, чăвашлăха аталанма вĕсем валли çирĕп никĕс хывса хăварасси. Чăваш пĕтсен - тĕнче пĕтет тетпĕр те, анчах çакна ĕненместпĕр. Çаврăнтăрччĕ çĕр чăмăрĕ, тĕнчи те ан пĕттĕрччĕ. Янăратăрччĕ чăваш чĕлхи те, юрри те ирĕклĕн, мăнаçлăн, хаваслăн та илемлĕн çакă çутă тĕнчере".

С. КОРНИЛОВА,

Н.Афанасьев ячĕллĕ

Кĕлкешри вăтам шкул

директорĕн заместителĕ.



26 марта 2005
00:00
Поделиться