Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксем малалла тăсчăр

о Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашнă хыççăн

Çамрăксем малалла тăсчăр

"Социаллă ыйтусем республикăри патшалăх влаç органĕсемшĕн яланах пуринчен малтан татса памалли ыйтусем шутланнă, шутланаççĕ те. Вĕсене татса памасăр обществăри политика тата экономика тăнăçлăхĕ пирки сăмах та пулма пултараймасть..."  - тесе каланă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Республикăра çăмăллăхпа усă куракансене пулăшни куç кĕрет. Эпĕ хам та çавсен шутĕнче. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Юлашки çулсенче час-часах чĕре чирĕпе, юн пусăмĕ ỹснипе аптратăп. Юрать-ха çăмăллăхсемпе усă куратăп. Эмел туянас тесен тăтăшах больницăна кайма тивет. Кунта пирĕнпе çав тери тимлĕ пулни республика Президенчĕн тивлечĕ те пур тесе шутлатăп. Ахальтен мар ĕнтĕ ытти программăсем хушшинче "Аслă ăру" та пур. Сăмахĕ хăйех республикăра çăмăллăхпа усă куракан категорири граждансене пулăшас пирки пынине пĕлтерет.

Патшалăх Канашне янă Çырура аграри политики пирки калани те питĕ вăхăтлă тесе шутлатăп. Ялта пурăннă май ял хуçалăх шăпи те çав тери пăшăрхантарать. Çырура уйрăмах ялта пурăнакан çамрăк кадрсене пулăшу парасси пирки палăртса çырнă. Кадрсем веçех татса параççĕ тесе ахаль каламан ĕнтĕ. Аслă пĕлỹллĕ кадрсем яла ĕçлеме килсен, тен, ял хуçалăхĕ те аталанса кайĕ. Аслă ăрурисем ватăлса пыратпăр, çамрăксем пирĕн ĕçе малалла тăсмалла.

Г. ЕГОРОВ,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Çитмĕш ялĕ.



30 марта 2005
00:00
Поделиться