Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çут çанталăк газĕ - пирĕн пуянлăх

о Специалист канашĕ

Çут çанталăк газĕ - пирĕн пуянлăх

Иртнĕ çулта районта кашни киле газ кĕртесси нихçанхинчен те пысăк шайра пулса пычĕ. 1725 килте "кăвак çулăм" йăлкăшма пуçларĕ, унчченхи çулхипе танлаштарсан, 665 кил ытларах. Районĕпе пĕлтĕр 154 километра яхăн тĕрлĕ пусăмлă газ пăрăхĕсем хунă, ку малтанхи çулхинчен 76 километр нумайрах. Паянхи кун тĕлне районĕпе 42 ялта газ çунать, е çакă кил-çуртпа шутласан 65Џ танлашать. Кашни ялтах пысăк пусăмлă газ пăрăхĕсем хурса çитернĕ, газ валеçекен пунктсем те лартнă. Кăçал вара çитес вăхăтра юлашки 8 ялта çут çанталăк газĕ çунма пуçлĕ.

Çуркунне çитрĕ пулин те хĕл хăйĕн вăйне çухатман-ха, парăнасшăн мар. Иртсе пыракан хĕл "Вăрмаргаз" филиалĕн ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулмарĕ. Газ кĕртесси пысăк шайра пулнипе тата подрядчиксем хăйсен ĕçĕсене сỹрĕккĕн туса пынипе хăш-пĕр çĕрте газ пăрăхĕ ăшне шыв кĕрсе юлнă. Çавна пула шыв газ пăрăхĕсенче шăна-шăна ларкалать, килсене газ пыма пăрахать. Пирĕн ĕçченсем çак пăтăрмаха çийĕнчех пĕтерме тăрăшаççĕ.

Паянхи куна илсен районĕпе çĕр айĕнче 352 километр газ пăрăхĕ выртать. Вĕсем ытларах çуркунне, çанталăк ăшăтма пуçласан юрăхсăра тухма пултараççĕ. Çĕр ăшăнса пынă май унăн сийĕ вылянать, çакă газ пăрăхĕсене сиен кỹрет. Вĕсем тĕрлĕ сăлтавпа çурăлма пултараççĕ. Çурăлнă вырăнтан газ тухса тăма тытăнать. Тухакан газ çĕр çурăкĕпе тата çĕр айĕнчи тĕрлĕ коммуникаципе путвалсенче, çуртсен пĕрремĕш хучĕсенче, подьездсенче пухăнса тăма пултарать, сирпĕнсе каяс хăрушлăх килсе тухать. Çĕр айĕнчен газ тухнине çакăнтан пĕлме пулать: çĕрĕк шăршă килет, шыв кăпăкланать, симĕс курăк сарăхать. Газ шăршине кирек ăçта туйсан та тỹрех "Вăрмаргаз" предприятийĕн авари службине 04, 2-13-33 телефонсемпе васкавлăн пĕлтермелле. Пỹлĕме, подъездсене, путвалсене уçăлтармалла. Газ тухакан вырăнтан, пỹлĕмсенчен çынсене илсе тухмалла, авари служби киличчен дежурство йĕркелемелле. Свет çутма е сỹнтерме, пирус туртма, шăрпăк чĕртме юрамасть.

Хăш-пĕр газ пăрăхĕсем çырма урлă каçаççĕ. Çуркуннехи вăйлă шывпа газ пăрăхĕсене сиен кỹме пултараççĕ. Çавăнпа та çакăн пек пăтăрмахсем курсан тỹрех газ хуçалăхне шăнкăравламалла.

А. РОМАНОВ,

"Вăрмаргаз" филиалăн тĕп инженерĕ.



30 марта 2005
00:00
Поделиться