Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

о Республика кунĕ умĕн

Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

Кашни ял хăйне евĕрлĕ. Çыннисем те пĕрне кура тепри пĕрпекленеççĕ пулĕ. Туслă пурăнасси те ял халăхĕнчен килет. Пирĕн ял, Шăплат, район центрĕнчен аяккарах вырнаçнă. Ĕçлессе те ытларах  - ялта. Кашни харпăр хăй çĕр пайĕсем илнĕ те çавăнпах майлашăнса пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрнн хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче те пăрахмаççĕ, пулăшаççĕ. Ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлеççĕ Шăплатсем. Культурăллă мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть клуба халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чи малтанах ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Иванов ял пурнăçĕ, унăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каларĕ. С.Александрова, В.Николаева, С.Васильева ял администрацийĕн ĕçĕпе килĕшсе тухса калаçрĕç, тĕрлĕ сĕнỹсем пачĕç. Ĕçлекен халăха хавхалантарма, унăн кăмăлне çĕклентерме те пĕлмелле. Хальхи вăхăтра ялсенче ĕçлеме кадрсем çитменни пирки час-часах калаçаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ял хуçалăхне ĕçлеме килекен специалистсене çăмăллăхсем парас пирки "Ялсене производство сферинче ертсе пыракан кадрсемпе тивĕçтерессине патшалăх хушма пулăшу парасси çинчен" Указĕнче те лайăх кăтартса хăварнă. Çамрăксем яла таврăнсан чи малтанах пурăнма условисем кирлĕ. Вĕсен ачи-пăчисем те çуралаççĕ. Пурин те килте ватăсем çуккине пула ĕçе кайсан вĕтĕр-шакăрсене ăçта хумалла? Ача-пăча алхасуллă, таçта та çитсе çапăнать. Шăрпăкне алла тытма та ỹркенсе тăмасть, çуллахи вăхăтра вĕсене пĕвесем те хăйсем патне илĕртеççĕ, шыва кĕрсе кайма та пултараççĕ. Çавăнпа та ачасем валли шкул çумĕнче садик уçма ашшĕ-амăшĕсем пĕрин хыççăн тепри тăрса сĕнỹ пачĕç. Хальхи вăхăтра шкул çулне çитмен ачасем ялта 20. Садик уçас ыйтăва тивĕçтерсен тем пекех лайăхчĕ терĕç вĕсем.

Юлашкинчен культурăллă мероприяти иртрĕ. Ватти те, çамрăкки те питĕ активлă хутшăнчĕç. Шкул ачисенчен  - А.Иванова, М.Минина, И.Яковлева, çитĕннисенчен  - Р.Румянцева, Т.Иванова, Г.Осипова, Л.Рыжова хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарчĕç.

Тĕрлĕрен конкурссем те пулчĕç. Вĕсене Г.Титова, С.Александрова, С.Миронов культура ĕçченĕсем йĕркелесе пычĕç. Ялти хĕрарăмсен совечĕ çакăн пек мероприятисене тăтăшах ирттерме тăрăшать. Ку вăл çитсе пыракан Республика кунне хатĕрленнипе те çыхăннă.

Л. РЫЖОВА,

хĕрарăмсен совечĕн

председателĕ.

Шăплат ялĕ.



30 марта 2005
00:00
Поделиться