Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Инкек ан хуçалантăр

о Пушар хăрушсăрлăхĕ

Инкек ан хуçалантăр

Юлашки вăхăтра районта пушар инкекĕсем час-часах пулса иртни пурне те шиклентерет. Асăрхануллăрах пулма хистет. Пурте çак инкек çинчен калаçаççĕ, тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ, анчах пушарĕ алхасма çав-çавах чарăнмасть. Кил-çурт кĕлленни кăна мар, çын пурнăçĕ татăлни, вăхăтсăр вилĕмпе вилни пирĕн пурнăçа çав тери тискеррĕн хĕсĕнсе кĕрет. 2005 çулта 7 çын пурнăçран уйрăлнă. Пушар инкекĕ пулман пулсан паянхи кун та сывă çỹремеллеччĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснине пулах инкек хăй патне сĕтĕрет. Ытларах электропроводкăсемпе кăмакасем юсавсăррине пула çынсем сăтăр кураççĕ. Яллă вырăнсенче хăйсем туса хатĕрленĕ электроприборсемпе те усă курса кил-çурта ăшăтаççĕ. Ку вара çав тери хăрушă. Хăш-пĕрисем мунча хутнă вăхăтра темшĕн тимлĕхе çухатаççĕ. Хар пăр хăй яваплăхне туймаççĕ.

Эрех-сăра ĕçесси те çав тери аталанса кайрĕ. Чылайăшĕ, çак шĕвексемпе анраса çитнĕскерсем, пирус таврашĕсене асăрханусăр мăкăрлантараççĕ. Çакă вара пушар патне илсе çитерет. Ирĕклĕ пурнăçа вилĕмпе улăштарать. Пушар пирĕн пурнăçра килсе ан тухтăр тесен çыннăн чи малтан хăйĕн ăс-тăнне улăштармалла, асăрхануллă пулмалла. Ача-пăчасене мĕн пĕчĕкрен шăрпăкпа выляма юраманнине каласа ăнлантармалла. Шкулсенче, нумай çынлă вырăнсенче вĕрентỹ урокĕсем ирттермелле. Харпăр хăй тимлĕ пулмасан ку инкекрен никам та сыхласа ĕлкĕреймĕ. Çавăнпа та пурте яваплăха ỹстерсе пушар инкекĕ пуласран сыхланар.

Ю. НИКИФОРОВ,

район прокуратурин следователĕ.



30 марта 2005
00:00
Поделиться