Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕçех акма вăхăт çитет

о Çур акине хатĕрленсе

Кĕçех акма вăхăт çитет

Çуркунне çывхарни кунран-кун лайăхрах сисĕнет. Кĕçех акă уйсем те хуралма тытăнĕç. Вăхăт çур акине васкатать. Вăхăчĕпе пĕрле хуçалăхĕсем ĕлкĕрсе пырайраççĕ-и-ха? Вăрлăха кондицие çитерессипе мĕнлерех ĕçлеççĕ? Е тата пур-и вĕсен акмалăх вăрлăхĕ? Çак ыйтусем çине хуравлама ыйтнă та ĕнтĕ пирĕн корреспондент районти вăрлăх инспекцийĕн начальникĕнчен Л. ЗАХАРОВАРАН.

"Пĕтĕмлетсе каласан, лару-тăру питĕ ытлашши начарах мар темелле. Районĕпе илес пулсан акмалăх 23350 центнер вăрлăх хатĕрлемелле пулсан, 100 проценчĕпе тĕрĕслеттернĕ. Çав шутран акма юрăхлă кондицие 77 проценчĕ кăна ларнă. Вăрлăх хатĕрлессипе "Арабоси" агрофирма, "Шигали" хуçалăхпа "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики аван ĕçлеççĕ. Арапуçсем 2400 центнер хатĕрлеме палăртнă пулсан, 2700 центнер тĕрĕслеттернĕ, пурте кондициллĕ. Çав шутран 1 класли - 850 центнер, 2 класли - 1400, 3 класли - 450 центнер. Шăхальсем тĕрĕслеме 3800 центнер илсе килнĕ, 100 проценчĕпех кондициллĕ. 3000 центнерĕ 1 класа ларнă, 2 класли 800 центнер. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин 3814 центнертан 2 класли - 2076, 3 класли - 1738 центнер. Ку енĕпе "Мир" хуçалăхпа "Тегешево" агрофирма та аван ĕçленине палăртмалла. Пурте çак хуçалăхсем пек тăрăшсан çав тери лайăх пулмалла та, анчах та апла мар çав. "Кинчерское" хуçалăх 960 центнер акма палăртса хунă-ха, анчах та хăйсен пĕр центнер вăрлăхлăх тырă та çук. "Рассвет" хуçалăх та вĕсен шутĕнче. Мĕн акас теççĕ, ăçтан тупаççĕ? Никам та пĕлмест, пĕр сведени те памаççĕ. "Яниковское" хуçалăхăн вара тĕрĕсленĕ 1700 центнер вăрлăхран пĕр центнерĕ те кондицие ларман. Кун пекех ĕçлесен мĕн акса хăвараççĕ-ши? Шухăшламалăх пур вĕсен. Çур аки алăкран шаккать. Вăхăт васкатать. Вăрлăхсене ютра шыраса вăхăта сая ямалла мар, вĕсене хамăр районтах тупма май пур. Вăрлăх енĕпе ĕçлекен хуçалăхсенче хăйсем валли те, сутлăх та çителĕклех. Вĕсемпе пĕр чĕлхе кăна тупмалла. Вăрлăх туянас текенсем ссуда илме пултараççĕ.

Нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене тĕрĕслеттерессипе "Шигали" хуçалăхпа "Арабоси" агрофирма, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики ĕçлеççĕ. Арапуçсем 20 центнер тĕрĕслеттернĕ, пурте кондициллĕ. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики - 78, "Шигали" - 45 центнер. Çĕнĕ сортсемсĕр тухăçа ỹстерме май килмест. Апла пулин те ку енĕпе паянхи куна районта, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикисĕр пуçне, пĕр хуçалăх та вырăнтан тапранман-ха. Темле йывăр пулсан та кăçал та çур аки йĕркеллех иртессе шанас килет".

А. НИКОЛАЕВА калаçнă.



30 марта 2005
00:00
Поделиться