Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лайăххи пуриншĕн те аван

о ГИБДД асăрхаттарать

Лайăххи пуриншĕн те аван

Çул çинче пулакан автотранспорт инкекĕсем тата транспорт хатĕрĕсен водителĕсем хăйсене йĕркесĕр тыткалани пурне те хумхантарать. Аварисенче çынсем вилни, йывăр суранланни пысăк хуйхă кỹреççĕ. Çул çинчи инкек-синкексем ытларах ỹсĕр водительсен айăпĕпе пулаççĕ. ГИБДД работникĕсем çул çинче куçса çỹремелли хăрушсăрлăха тытса пырассипе сахал мар тăрăшаççĕ пулин те, иртнĕ çул - 23 авари пулнă, вĕсенче - 24 аманнă. Çакна асра тытмалла: хĕллехи çулсем, çуллахипе танлаштарсан, хăрушăрах та ултавлă, темĕнле кĕтмен туман пăтăрмахсем те сиксе тухма пултараççĕ. Çавăнпа та водительсен асăрханулăхне, яваплăхне ỹстерессишĕн тăрăшмалла, ку енĕпе пирĕн те, должноçри ытти çынсен те, айккинче пăрăнса юлмалла мар. 2005 çулхи 3 уйăхра эрех ĕçсе руль умне ỹсĕр ларнă 21 водителе тытса чарнă. Пуринне те удостоверенийĕсене туртса илнĕ. Çакна каламалла: хăш пĕр çынсем хăйсен транспорт хатĕрĕсене техосмотра вăхăтра илсе килмеççĕ. Уйрăмах ку енĕпе мотоцикл хуçисене палăртмалла. Иртнĕ 2004 çул юсавсăр транспорт хатĕрĕпе çула тухнăшăн тата усă курнăшăн _ 54 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă. Кăçалхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче 14 сехетре районти водительсен, инженерсемпе механиксен, техниксен районти пĕрлехи пухăвĕ пулать. Унта патшалăх техосмотрне ирттерес ыйтусене тата административлă кодекссемпе паллаштараççĕ. Пухăва кашни хуçалăхран 5-10-шар водитель хутшăнмалла.

Юлашкинчен çакна каламалла: мĕн пур транспорт хатĕрĕсен водителĕсем, пассажирсемпе çуран çỹрекен çынсем, çула тухсан е ытти çĕрте тимлĕ пулăр, пĕрне-пĕри хисеплĕр, пĕр-пĕринпе сăпайлă пулмаллине асра тытăр. Вара тин çул-йĕрсем çинче инкексем сахалтарах пулĕç.

А. НИКОЛАЕВ,

ГИБДД уйрăмĕн

начальникĕ.



30 марта 2005
00:00
Поделиться