Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Росгосстрах - Раççей лидерĕ

Росгосстрах - Раççей лидерĕ

Иртнĕ çул "Росгосстрах", страхлас ĕçĕн нумай енĕпе пĕрремĕш вырăна тухнăскер, малалла пысăк хăвăртлăхпа кайрĕ. Паянхи кун вăл страхлас ĕç рынокĕн Раççейри лидерĕ, пĕр тикĕс аталанакан, ырă ят-сумлă, шанчăклă компани.

Иртнĕ çулхи тĕп кăтартусемпе пире Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕн начальникĕ А. АНТОНОВА паллаштарать.

- Сирĕн ĕçре тĕп енĕсем хăшĕсем шутланаççĕ?

- Росгосстраха менеджерсен çĕнĕ команди килни тытăма тĕпрен çĕнетсе улăштарчĕ. Пур енчен те аталаннă, вăйлă, хальхи вăхăтри страхлакан компани йĕркеленме пуçларĕ. Паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртни компание малтисен ретне кăларма май пачĕ. Чăваш Республикипе илес пулсан, 2004 çулта 300 миллион тенкĕлĕх страхласа килĕшỹсем тунă. Хамăрăн уйрăмпа 1999 çулта страхланă ĕçсен калăпăшĕ 1989,5 пин тенкĕлĕх пулнă. 2002 çулта - 4400, 2004 çулта 6412 пин тенке çитнĕ.

Иртнĕ çулхи кăтартусемпе "Эксперт РА" "Росгосстраха" страхлас ĕçĕн классикăлла тĕсĕсемпе те, ОСАГО (обязательнăй майпа страхлас ĕç) рынокĕнче те çĕнтерỹçĕ (лидер) тесе йышăнчĕ. Декабрь уйăхĕнче вара агентство компание шанчăклăхăн чи çỹллĕ рейтингне - А + + пачĕ.

- Страхлакан рынокăн ытти сыпăкĕсенче унăн лару-тăрăвĕ мĕнлерех?

- Росгосстрах ОСАГО рынокĕнче абсолютлă çĕнтерỹçĕ терĕмĕр. Иртнĕ çул 15 миллион автомобиль хуçи хăйсен автогражданла яваплăхне Росгосстрахра страхланă. ОСАГО килĕшĕвĕ тунă кашни виççĕмĕш çын Раççей çулĕсем тăрăх Росгосстрах полисĕпе çурет. Пирĕн районта вара мĕн пур автомобиль хуçисенчен çуррине яхăн хăйсен "автогражданкине" пирĕн уйрăма шаннă. 2004 çулта 20 автомобиль хуçине - 352 пин тенкĕ, кăçалхи икĕ уйăх çурăра 8 автомобиль хуçине 390 пин тенкĕлăх яваплăхĕнчен хăтарнă.

Росгосстрах граждансен пурлăхне страхлаc енĕпе те малтисен ретĕнче. Паянхи куна халăхпа тата районти предприятисемпе 20861 килĕшỹ тунă. Çав шутран граждансен 7867 хуçалăхне вут-кăвартан тата ытти инкек-синкексенчен страхланă. Мăйракаллă шултра выльăхсен 70 проценчĕ кунта хỹтлĕх тупнă. Районти шкул ачисен 37 проценчĕ хăйсен сывлăхĕсене пирĕн патĕнче страхланă.

- Республикăра страхлакансен йышĕ ỹссех пырать. Çавна май конкуренци те вăйланать ĕнтĕ?

- Конкуренци вăйланнинчен нимĕн хăрамалли те çук. Рынокри конкуренцие тивĕçлипе чăтса ирттерни пулăшать те ĕнтĕ Росгосстраха лидерсен шутне тухма.

- Страхлаканăн хăш компание суйласа илмеллине ăçтан пĕлмелле?

- Шанчăклă критери вăл - страхлакан компанин устав капиталĕ, страхламалли резервсем, страхлакансене тỹлеме пултарни. Росгосстрах ку енĕпе шанчăклă пулнине вăхăт кăтартса пачĕ. 80 çул ытла ĕнтĕ ăнăçлă ĕçлесе пыратпăр. Иртнĕ çул страхлакансене пурĕ 1807 пин тенкĕ тỹленĕ. Çав шутран кил-çурчĕсем пушарта çуннă 25 хуçалăха - 364 пин, мăйракаллă шултра выльăхсемшĕн - 653 пин, тĕрлĕ инкексемшĕн - 117 пин тенкĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра кăна инкек тỹснĕшĕн 720 пин тенкĕ тăкакланă. Çак тĕслĕхсемпе те çирĕплетсе пама пулать. Иртнĕ çул Ямпайĕнчи В.Иванован тата Çĕнĕ Шулханти Е.Евстафьеван пушарта кил-çурчĕсем çунса кайрĕç. Вĕсене 134 тата 46 пин тенкĕ тỹленĕ. Пушарти тăкаксемшĕн кăçал Тупахри В.Волкова тата Кĕлкешри М.Дмитриева 61 пин тата 75 пин тенкĕпе саплаштарнă.

Пирĕн адрес: Вăрмар поселокĕ, Ленин урамĕ, 8-мĕш çурт.

Телефонсем: 2-10-57, 2-14-18, 2-19-39, 2-10-78.

А. ХОВАНСКИЙ калаçнă.



30 марта 2005
00:00
Поделиться