Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Смотр - отчет

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Смотр - отчет

Пинерти культура çуртĕнче Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалласа смотр-отчет пулса иртрĕ. Чи малтанах ял администрацийĕн пуçлăхĕ О.Иванов ял ĕçченĕсене çулталăк хушшинче туса ирттернĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, халăхăн чылай ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Пухăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Григорьев хисеплĕ хăна та килсе çитни пурне те савăнтарчĕ. Вăл Пинер ял халăхĕ умĕнче хăйĕн нумай енлĕ пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, ял çамрăкĕсене хавхалантарса музыка центрĕ парнелерĕ.

Часах концерт та пуçланчĕ. Ăна культура çурчĕн директорĕ Л.Иванова пултаруллăн ертсе пычĕ, баянпа выляса хавхалантараканĕ Н.Гаврилов пулчĕ. Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалланă концерт программи жанр енчен пуян пулни палăрчĕ. Хорпа, ушкăнпа, уйрăм солистсем, сăвă калакансем, ташлакансем, сценка кулăшĕсем халăха питех те килĕшрĕç. Ял ĕçченĕсемпе шкулта вĕренекенсем, шкул ачисем туслăн, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пурăнни, тачă çыхăнура анлă концерт программине лайăх хатĕрленни курăнчĕ.

Залра ларакансем пур номерсене те тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Концерт ăнăçлă иртрĕ. Ку пурне те савăнтарчĕ, ял-йыш канăвне те лайăх йĕркелеме пулăшрĕ.

Н. ИВАНОВ,

чăваш халăх академикĕ.



30 марта 2005
00:00
Поделиться