Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Туберкулез

о Врач канашĕ

Туберкулез

Туберкулез - ерекен чир. Вăл çыннăн пĕр органне те шеллемест.

Уйрăмах туберкулез ỹпкене "тапăнать", унăн микробĕсем микроскоп витĕр çеç курăнаканскерсем. Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне упрама тăрăшмалла, профилактикăпа диагностика тĕпчевĕсем урлă тăтăшах тухмалла. Ун пек тухсан чире вăхăтра палăртса сиплеме пулать.

Пысăк ачасемпе çамрăксем туберкулезпа чирлипе чирлĕ маррине манту пробине лартса, çитĕннисене флюорографи урлă тĕрĕслеççĕ.

Туберкулез хăш-пĕр чухне ерипен лекет, вăрттăн тесен те юрать. Ун пек чухне çын хăйне вăйсăр туять, хăвăрт ывăнать, тарлать, начар çывăрать тата апат çисех каймасть, имшерленет, каçа хирĕç температура хăпарма пултарать. Çавăн пекех чирленĕ çын ỹсĕрме пуçлать (малтан типĕ ỹслĕк, кайран йĕпе, нăймакаллă).

Çак чиртен сывалма нумай вăхăт хушши кирлĕ. Чылай чухне вăл вăраха тăсăлма пултарать (хронически). Ун пек чухне çын инвалида тухать е вилет.

Туберкулезлă çынсем больница йĕркине пăсни: туртма пăрахманни, алкогольрен уйрăлманни чире татах та йывăрлатасси патне илсе пыраççĕ.

Флюорографи витĕр вăхăтра тухса, чире малтанах тупса çийĕнчех сиплев курсĕсем ирттерсен кăна унран хăтăлма пулать. Çакна манас марччĕ: сыхă пуласчĕ, пирĕн сывлăх хамăр алăра.

Р. ХРАМОВА,

санэпиднадзорăн

районти центрĕн

эпидемиолог помощникĕ.



30 марта 2005
00:00
Поделиться