Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Н. Федоров Президент - Вăрмарта

о Ĕçлĕ çул çỹрев

Н. Федоров Президент - Вăрмарта

Тăван республика Президенчĕ Н.Федоров районсене тăтăшах тухса çỹресси йăлана çирĕп кĕрсе çитнĕ. Иртнĕ кунсенче кăна Комсомольски тата кỹршĕллĕ Тăвай районĕсенче пулнăччĕ. Кĕçнерникун акă, вăл пирĕн района ĕçлĕ çул çỹревпе килсе çитрĕ.

Президент Вăрмара çитсен чи малтан районти тĕп библиотекăна кĕрсе курчĕ. Ăна кунта республика Президенчĕн Администраци пуçлăхĕ - ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров тата ыттисем кĕтсе илчĕç. Вĕсем библиотекăри кашни зала кĕрсе кунти ĕçсемпе тĕплĕн паллашрĕç. Тĕлнех тата унта централизациленĕ библиотека системисен директорĕсен республикăри канашлăвĕ пынă вăхăт пулчĕ. Президент тата унпа пĕрле ыттисем те майлă вăхăтпа усă курса канашлу ĕçне хутшăнчĕç, кашни район представителĕсемпе пĕрле ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç. Николай Васильевич юлашки вăхăтра халăх библиотекăсене çỹресси икĕ хут ытла ỹсни, çынсем паянхи пурнăçа тĕрĕс ăнланнине çирĕплетрĕ, библиотекăсене пур енлĕн аталанса пымалли условисене кунсерен лайăхлатасси çинчен каларĕ.

Унтан вĕсем "Арабоси" агрофирмăн машинăпа трактор паркне çитсе курчĕç. Кунта вĕсене çуракине мĕнле хатĕрленнипе хуçалăх пуçлăхĕ Г.Тимофеев паллаштарчĕ. Калаçăва Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров хутшăнчĕç. Хуçалăх малалла, тĕллевлĕ ĕçленине палăртрĕç.

Çул çỹреве малалла тăсса Арапуçĕнчи ĕлĕкхи чиркĕве юсаса ĕçе кĕртесси мĕнле пынипе интересленсе унта пулса курчĕç. Юнашарах вырнаçнă ялти музей ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленчĕ Президент. Анчах та вăл малтан колхозшăн, Арапуç ялĕшĕн çине тăрса тăрăшнă, колхоз председателĕ пулса нумай çул ĕçленĕ И.М.Михайлов ячĕпе çакнă Асăну хăми умне чĕрĕ чечек хучĕ. Чĕрĕ чечексем çавăн пекех Президент Администрацийĕн пуçлăхĕ П.Краснов, ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров хучĕç. Музее кĕрсен вĕсене ял, музей историйĕпе, вĕсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе И.Михайлов хĕрĕ Надежда Ивановна учитель паллаштарчĕ.

Арапуçсем нумай ыйтусем пачĕç Президента. Чылайăшне участок больницин шăпи интереслентерчĕ. Ку ыйтупа Президента тата ял халăхне районти тĕп больницăн главнăй врачĕ В.Ванюков каласа ăнлантарчĕ. Ăна хупасси пирки сăмах пыманни, ятарласа тĕрĕс мар сас-хура пуçарни çинчен каларĕ. Тĕрĕссипе сăмах талăкĕпе е кăнтăрла ĕçлекен стационар пирки пычĕ. Кун пирки Президент район администрацийĕнче активпа тĕл пулнă вăхăтра та тепĕр хут сăмах тапратрĕ. "Врачсен выртакансен шутне ỹстерессишĕн çине тăмалла мар, чирлессинчен сыхласси пулмалла", - терĕ.

Николай Васильевич район администрацийĕнче район активĕпе ирттернĕ тĕл пулура Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев район çур акине хатĕрленессипе, ял хуçалăхĕн аталанăвĕн ытти ыйтăвĕсем çинче чылай чарăнса тăчĕ. Вăл тата Н.Федоров хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме пĕлменни, мĕн акса-туса илсен хуçалăхшăн усăллăраххине тĕрĕс шута илменни пысăк чăрмав кỹнине палăртрĕç. Енчен те пĕр е тепĕр отрасль тупăш кỹменнине курса, пĕлсе тăрсах çав ĕçе мĕншĕн тумалла? Çапла ыйту лартрĕ Президент. Çав вăхăтрах чăннипех те тăрăшакан ỹсĕм кăтартăвĕсем пур хуçалăхсене патшалăх енчен малалла та пулăшасса шантарчĕ Николай Васильевич.

Пирĕн районпа сывпуллашнă май Н.Федоров Президент тата унпа пĕрле килнĕ ушкăн Çĕрпỹне, унти тĕл пулăва çул тытрĕ.

Н. ВАСИЛЬЕВ.



02 апреля 2005
00:00
Поделиться